28 февраля 2009 г.
Çак кунсенче Туçари вĕрентÿ центрĕнче вĕрентÿре педагогика технологине эффективлă пурнăçа кĕртмелли чи лайăх моделе суйласа илес тĕлĕшпе районта пиллĕкмĕш хут смотр-конкурс иртнĕ. Унта районти 33 чи тивĕçлĕ те пултаруллă, анлă тавракурăмлă педагог хутшăннă, вĕсенчен 14-шĕ финала тухнă.
Жюри йышăнăвĕпе Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти истори учителĕ Н.Андреева çĕнтерÿçĕ пулни палăрнă. Наталья Борисовна “Чи лайăх педагог-тĕпчевçĕ” ята çĕнсе илсе район пуçлăхĕн парнине тивĕçнĕ.
Çĕнĕ Ахпÿртри кĕçĕн классене вĕрентекен О.Тукмакова, Аслă Чементи вăтам шкулти обществознани учителĕ В.Мурзакаев – конкурс призерĕсем.