АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мускав укçи тарлă та куççульлĕ

28 февраля 2009 г.

Эх, самана... Мĕнле кăна сукмакпа уттармасть-ши, мĕн кăна кăтартмасть-ши! Ура çине тăма тытăннă халăха пĕр шелсĕр çапса ÿкерет. 10 çул каяллахи кризисран çынсем вăй илме кăна пуçланăччĕ, халь тепри пуçланчĕ. Пăтрануллă тапхăртан ыррине кĕтмелли çук. Татах рабочисене хăйсен шутĕнчен тÿлевсĕр отпуска яраççĕ, укçа уйăхĕ-уйăхĕпе параймаççĕ, ĕçрен кăлараççĕ. Хуть те ăçта кай, çемйÿне хуть те мĕнле тăрант. Çиес те, тумланас та килет, ачасене те ура çине тăратмалла. Ирĕксĕрех укçа тăвас тесе Санкт-Петербурга, Хусана, Мускава е тата ытти хуласене ĕçлеме кайма тивет. Ялсенче çамрăк арçынсем çукпа пĕрех. Пĕр-пĕр ĕç тума пуçласан, хуть кассем тăрăх кай. Аслă классенче вĕренекенсем те пĕр-пĕр пĕлÿ паракан заведенинче малалла ăс пухма кĕмĕл пухас тесе çуллахи каникул вăхăтĕнче шапаша çÿреççĕ. Ирĕксĕртен, самана çапла ыйтнăран инçе çула пуçтарăнма тивет.

Чылай чухне ялти эрех ĕçме юратакансем укçа ĕçлесе килнисенчен тÿрех çуттине кăларттарма васкаççĕ. Лешсене хирĕçлеттерсе те тăмаççĕ, анчах кĕмĕле мĕнле йывăрлăхпа тупнине ыйтса та пĕлмеççĕ. Шабашниксен пурнăçĕ вара пĕрре те çăмăл мар, мачча çинелле сурса выртнипе никам та пĕр пус памасть. Строительсем ăçта ĕçлеççĕ, çавăнта пурăнаççĕ. Тусан, таса мар, сăрă, раствор шăрши. Хисеп те çук. Ĕçлесе ывăннă хыççăн тирпейлĕ вырăн çинче çывăрасси те сайра-хутра кăна пулать. Иртен пуçласа каçчен тăрăшмалла. Арçынни, хĕрарăмми – пурте пĕрле пурăнаççĕ, тĕрлĕ пÿлĕмсенче çеç. Условисем çук пулсан та ĕçлемеллех. Вунă çул ытла Мускавра стройкăра тăрăшакан Комсомольски хĕрарăмĕ каласа пани халĕ те асрах. Ыр пурнăçран Мускава килменни паллă ĕнтĕ. Упăшки урăх хĕрарăм патне тухса кайнăран унăн пепкисене пĕчченех ÿстерме тивнĕ. Хулара хваттерте пурăннăран çурт тăвас, тытса пырас тĕлĕшĕнчен кăна çăмăлрах пулнă. Çитĕнсен ачисем мăшăрланма пуçланă. Çут çанталăк саккунĕ çапла. Çакăн чухне йывăрлăха кĕрсе ÿкет. Пĕччен укçи-тенкине çитерме çук, парăмсем ăшне путать. Штукатур-маляр ĕçне ăстаскер паллакансемпе Мускава ĕçлеме тухса каять. Малтан – пĕри, унтан тепри авланать, хĕрĕ качча каять. Кĕмĕлĕ пĕр вĕçĕм кирлĕ, çапла çÿресех пĕр теçетке хыçа юлать.

Апат енчен те ăçта мĕнлерех. Чылай чухне рабочисем хăйсен укçа пухса апат-çимĕç илме тивет, черетпе яшка, пăтă хатĕрлеççĕ. Кĕмĕлÿ çук пулсан çурма выçă е выçă ĕçлемелле. Хырăм хыр тăрне кайсан нихăçан çăвара хыпман япалана та ăша яма хирĕç мар. Хупă шапа хуранĕсене çырмаран пухса килсе çур кун пĕçерсе те çиейменнине те илтме тÿр килнĕччĕ.

Е тата килĕшÿ тунă чух сăмахсемпе тĕрĕс мар усă курнипе нуша куракансем те чылай. Миллионпа укçа илнĕ чух пулса иртнĕ тĕслĕх чылайăшĕншĕн урок пулчĕ-тĕр. Хăйсем вырăсла лайăх пĕлнине кăтартасшăн каланă сăмах Юхма тăрăх арçыннисене питĕ хака ларнă. Килĕшÿ тунă чухне тăватă миллион тенкĕ тес вырăнне хайхисем “тăватă лимон” тенĕ. Ĕçе вĕçлесен хуçи дипломатпах чăн чей çине ямалли тăватă лимон илсе килсе панă, тет. Те йĕмелле, те кулмалла кун пек чух. Укçа тума кайнă арçынсем çапла нуша курнă.

Пысăк стройкăсенче поварта тăрăшакан хĕрарăмсен пурнăçне те ăмсанаймăн. Талăкра çирĕм сехет ура çинче тăрасси калама кăна. Вĕри апатпа пиçесси, сусăрланасси те çавăнтах. Мĕн чухлĕ чăтăмлăх, вăй-хăват кирлĕ! Çемьерен уйрăлса кайма та çăмăл мар пуль, анчах кĕсье пушă чух та пурăнма çук.

Ĕçлеме кайнисем хушшинче ĕмĕрлĕх аманса юлнисем чылай. Килтен сывлăхлă тухса кайнисем те çулсем иртнĕçем тĕрлĕ чирпе нушаланаççĕ, шăмăсем сурнипе аптăраççĕ. Вырăссем калашле, малтан укçа тăвас тесе сывлăха пĕтеретпĕр, кайран сывлăхшăн пĕтĕм кĕмĕле тăкатпăр.

Инçе çултан каялла чĕрĕ, сывă таврăнайманнисем пирки илтсенех чунра сÿ-ÿ! туса каять. Ачасем – ашшĕсĕр, арăмĕ – мăшăрсăр тăрса юлать. Пĕччен пурнăç лавне туртма калама çук йывăррине пурте ăнланаççĕ. Юлашки çулсенче кăна Туçара 30 урлă тин çеç каçнă икĕ арçынна пытарчĕç. Тăватă ача тăлăха тăрса юлчĕ. Вĕсем урăх нихăçан та ашшĕ ăшшине кураймĕç. Самани пăртак урăхларах пулсан кун пек килсе тухман пулĕччĕ.

Пурнăç ĕçлекен халăха пĕрре те кĕленче сăпкара та сиктермест, йывăр чухне те ăш сăмах каласа лăплантармасть. Мĕн тăвăн, чăтмалла.

О.ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика