АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ямăтă пурнăç вăрăма пыман

28 февраля 2009 г.

Вĕренĕн вĕçĕ пулать тенĕ евĕр, ямăтă пурнăç та никамшăн та вăрăма тăсăлмасть. Нумай пулмасть Патăрьел район сучĕ Çăл Атăкри М.Деменцева РФ УКăн 158 статйин 2 пайĕн “а”, “в” пункчĕсемпе, 158 статйин 3 пайĕн “а” пункчĕпе, 158 статйин 2 пайĕн “б”, “в” пункчĕсемпе килĕшÿллĕн айăпласа икĕ çул та ултă уйăха ирĕкрен хăтарса пĕтĕмĕшле режимпа ĕçлесе юсанмалли колоние янă. Унăн преступлени çул-йĕрĕ акă мĕнле аталанса пынă.

2008 çулхи октябрĕн 10-мĕшĕнче М.Деменцов хăйĕн тетĕшĕпе – В.Деменцовпа тата пĕрле пурăнакан А.Грачевăпа Хирти Пикшике укçа тăвас тĕллевпе ĕçлеме кайма шутлаççĕ. Çак яла каякан автобусран тăрса юлнăран вĕсем Çĕньялти П.Маркизовсем патне чарăнаççĕ. Икĕ кун ĕçсе-çисе пурăнать хаваслă ушкăн хăнара. Октябрĕн 12-мĕшĕнче кил хуçи хĕрарăмĕ М.Маркизова пенсионерка ялти пĕр çемьене вилнĕ çыннăн асăну кунне каять. Çак майпа усă курса хăнасем тата ытларах саркаланнă, кил хуçине те çине-çинех хăватлипе сăйланă. Лешĕ, паллах, чăтайман, ÿсĕрскер, выртнă та çывăрса кайнă. Усал шухăшлă хăнасемшĕн кĕтнĕ вăхăт çитнĕ. Килте никам та çуккипе усă курса çакскерсем кил-çуртра усă куракан япаласене пысăк миххе тултараççĕ те тухса каяççĕ. Вĕсен “хутаçне” 5200 тенкĕлĕх тавар вырнаçнă.

Ăнăçлă пулса тухнă “сунар” М.Деменцова килĕшсе кайнă туйăнать. Октябрĕн 18-мĕшĕнче вăл тепĕр “операцие” пуçăнать. Хальхинче Шăнкăртамри М.Пукачева пенсионеркăна шар кăтартать. Каллех чее çулпа вăрă-хурах ĕçĕ патне пырать. Малтанхи икĕ кунĕнче пĕрле пурăнакан хĕрарăмĕпе укçалла ĕç туса парса пулăшса тăраççĕ, виççĕмĕш кунĕнче вара кинемей килте çуккипе усă курса çăрана çапса çĕмĕрсе пÿрте кĕнĕ, унтан 1400 тенкĕ тăракан телефон, 140 тенкĕ укçа илсе тухса кайнă. Çак ĕçе вăл тăр кăнтăрлах пурнăçланă.

Октябрĕн 20-мĕшĕнче М.Деменцов виççĕмĕш хут преступлени çулĕ çине тăнă. Хальхинче Шăнкăртамри М.Пукачевăсен гаражне каçхине 22 сехетре никĕс çумĕнчен шăтăк шăтарса кĕнĕ. Унтан вара вăл питĕ нумай япала илсе тухнă: бензопăчкă, автомобиль генераторĕсем, электромотор, электросчетчик тата ытти те. Мĕн пур таварсен хакĕ 6750 тенкĕлĕх пулнă.

Вăрă-хурах виççĕмĕш хут преступлени тунă хыççăн тăваттăмĕш валли те йĕр тупатчĕ пулĕ, анчах йĕрке хуралçисем унăн çулне пÿлнĕ. Халĕ вара пуçтахăн хăй суйласа илнĕ пурнăçпа çырлахма тивет.

А.МАКАРОВ,

райшалĕçпайĕн следстви уйрăмĕн следователĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика