28 февраля 2009 г.
Районта ĕçри тăрăшулăхпа ят-сум, хисеп çĕнсе илнĕ çынсем сахал мар. Тăван хаçатăмăр страницисенче ку таранччен чылай ĕçчен çинчен çырнă. Ун пеккисем татах та йышлă. Паян эпир сире Хирти Пикшикри Мансур Алимзянович Хисамутдинов энергетикпа тĕплĕнрех паллаштарасшăн.
Ĕç ыйтăвĕпе калаçса сăмах çумне сăмах хушса пынăçемĕн арçыннăн лăпкăлăхĕнчен, культурăлăхĕнчен тĕлĕнтĕм.
– Электричествăпа “кăвапине çыхнă” çыннăн чăнласах та çапла пулмалла-тăр, – мĕлтлетрĕ шухăш пуçра. Кирек мĕн каласан та 36 çул вăл энергетика отраслĕнче хăйĕн професси ăсталăхне туптать-çке.
Мансур ача чухнех килĕштернĕ çак теветкеллĕ профессие. Электричествăпа çыхăннă опытсене тăвас тесен савăнсах кайнă. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл сакăр класс вĕренсе тухнă хыççăнах Шупашкарти энерготехникума вĕренме кайнă. Студент чухнех пысăк специалист пулас тесе тăрăшнă вăл. Ваттисем çамрăкла вĕренни чул çинче теççĕ-çке.
Алла диплом илнĕ хыççăнах М.Хисамутдиновшăн ĕç сукмакĕ тупăнать. Çамрăк специалист Тăрăнти подстанцине электромонтер пулса вырнаçать. Ĕçри тăрăшулăхне, пултарулăхне кура ăна должноçпа трансформатор станцийĕсене тĕрĕслекен инженера çити хăпартаççĕ. 1976 çулхи августранпа вара Мансур Алимзянович “МРСК Волга” – “Чувашэнерго” уçă акционерла обществăн филиалĕн Патăрьелĕнчи Кăнтăр производство уйрăмĕн Первомайскинчи мастер участокĕн мастерĕнче тăрăшать. Ир пуçласа мĕн каçченех çул çинче иртет вĕсен ĕçĕ. Участокăн ĕç объекчĕ пĕчĕк мар: 217 çухрăм электроçула, 9 линине, ял хушшинчи 274 çухрăм электроçула, 128 подстанцине пăхса, тирпейлесе, çитменлĕхсене пĕтерсе тăраççĕ. Мĕн пурĕ 36 яла электричествăпа пĕр тикĕс тивĕçтереççĕ вĕсем. Вăл шутра хамăр районти объектсемсĕр пуçне Йĕпреç районĕнчи Малиновка, Смычка ялĕсем, Липовка поселокĕ, Комсомольски районĕнчи “Победа”, “Урожай” хуçалăхсене, Шăмăршăри Кучеки поселокĕ, Улатăрти Полукиря поселокĕ вĕсен яваплăхĕ çинче.
– Пирĕн ĕç кал-кал пырасси ял хушшинче, ялсенче кĕрсе тухма лайăх çул пулнинчен те килет. Ку тĕлĕшпе пирĕн районта çулсем тирпейленсе пĕтрĕç. Куншăн тав тумалла çеç. Шăмăршăри Кучеки поселокне вара Упамса ялĕ витĕр тухса аран-аран çиткелетпĕр. Юрать-ха хальхи вăхăтра монтерсене илсе çÿрекен техники тивĕçтерет, – терĕ мастер хăйсен паянхи ĕçĕпе паллаштарнă май.
Мансур Алимзянович калаçура ырăпа çеç палăрнă ĕçтешĕсене те аса илчĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнă Ф.Смирнова, Е.Зотова участокра паянхи кунчченех тĕслĕх вырăнне хурса аса илеççĕ. Паян вара В.Убасев, В.Шуряков, Ю.Поляков çамрăксем хăйсен ĕçне ăнăçлă хăнăхса пыраççĕ.
Ĕçри ăнăçлăхăн çурри çемьери лару-тăруран, тăнăçлăхран килет. Хисамутдиновсем ку тĕлĕшпе ялта кăтартуллă, ырă тĕслĕхлĕ çемье. Вĕсем Флюра Мухаметшиновна мăшăрĕпе (35 çул шкулти библиотекăра ĕçлет) виçĕ ача çуратса ÿстернĕ. Икĕ ывăлĕ Набережные Челны хулинчи аслă шкултан вĕренсе тухнă, ĕçлеççĕ. Кĕçĕнни – Гульнара вара хĕрупраç иккенне пăхмасăрах юратнă ашшĕн çулне суйласа илнĕ, Хусанти энергетика университетĕнче вĕренет. Йывăр та кăткăс профессие суйласа илнĕшĕн ашшĕ-амăшĕ те ÿпкеленĕ, анчах çирĕп кăмăллă хĕр хăйĕн шухăшне улăштарман.
– Юратнă ĕçре мана та атте пекех йывăр пулмĕ, – тет пулас энергетик çирĕппĕн.
А.ЕГОРОВА.