04 марта 2009 г.
Çамрăксен çулталăкĕнче яш-кĕрĕме халалланă мероприятисем кунран кун вăй илсе пыраççĕ. Акă, нумаях пулмасть районта “Çамрăксен чи лайăх вĕрентÿçи – 2009” конкурса пĕтĕмлетнĕ.
“Вĕрентÿ учрежденийĕсенчи чи лайăх вĕ-рентÿçĕ” номинацире Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Г.Сабитова, “Сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенчи чи лайăх вĕрентÿçĕ” номинацире районти тĕп больницăри ача-пăча уйрăмĕн аслă медсестри Г.Кошкина çĕнтернĕ. Вĕсем çак чыса хăйсен организацийĕсенчи çамрăксене ĕçре пулăшса, професси ăсталăхне вĕрентсе пынăшăн тивĕçнĕ.
А.ИВАНОВ.