АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял хуçалăхне пулăшма – кредит

04 марта 2009 г.

Раççей Перекет банкĕн Патăрьелĕнчи 4440 номерлĕ уйрăмĕ ял хуçалăх предприятийĕсене процент ставкине субсидилекен 131 кредит панă. Вăл шутран яваплă тапхăрсене ирттерсе яма 167,3 миллион тенкĕлĕх 90 кредит тата нумай вăхăтлăха 154,5 миллион тенкĕлĕх 41 кредит.

Сезон вăхăтĕнчи ĕçсене пурнăçлама Патăрьел районне 67,8 миллион тенкĕлĕх 22 кредит тивĕçнĕ. Вăл шутран республика бюджетĕнчен 33,6 миллион тенкĕлĕх 13 кредит, федераллă бюджетран 34,1 миллион тенкĕлĕх 9 кредит.

Инвестици тĕллевĕпе пирĕн района 54,9 миллион тенкĕлĕх 11 кредит панă. Вăл укçапа тĕш-тырă пуçтаракан “Полесье”, “Акрос” комбайнсем, КамАЗ автомашина прицеппа, тракторсем: “Беларус-1221” – 2 единица, “Беларус-1025”, “Беларус-82,1” – 5, ХТЗ-150, ГАЗ автомашинăсем туяннă, пахча çимĕç упракан икĕ хранилище тунă.

Çур акине ирттерсе яма Перекет банкĕн Патăрьелĕнчи 4440 номерлĕ уйрăмĕ иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнчех ял хуçалăх предприятийĕсене кредит пама тытăннă. Асăннă тапхăрта 5 кредит 5996 пин тенкĕлĕх илнĕ, çавăн пекех халăхран продукци туянма 9300 пин тенкĕлĕх кредит панă.

(Хамăр корр.).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика