АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алманчăсем хĕл кунĕсемпе сывпуллашнă

04 марта 2009 г.

Çуркуннен пĕрремĕш кунне Алманчăсем ырă йăла-йĕркепе пуçланă. Ял халăхĕ çăварни эрнине пĕтĕмлетме, хĕл кунĕсене ăсатма пĕрле пуçтарăннă.

Уява ял тăрăх пуçлăхĕ Г.Фомин уçнă, пурне те çут çанталăкăн чи илемлĕ вăхăтне ырă кăмăлпа, ăшă туйăмпа кĕтсе илме суннă. Хĕле ăсатнă май капăрлатнă лаша çунисем çинчи пикесем çăварни юррисене шăрантарнă, юрă-ташă ушкăнĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă, спорт ăмăртăвне хутшăннисем хăйсен вăйне виçнĕ тата ытти те.

Уяв паттăрĕ Н.Лукиянов пулнă. Вăл кире пуканĕ йăтассипе пуринчен те ирттернĕ. Алă вăйне виçмелли вăйăра вара Г.Поповăна çĕнтерекенни пулман.

Çăварни “кинемейне” çунтарса янă хыççăн Алманчăсем йăла-йĕркене тĕпе хурса пĕрле вĕри икерчĕ çинĕ, чей ĕçнĕ. Ял уявĕ пурин кăмăлне те кайнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика