04 марта 2009 г.
Вăхăт шăвать те шăвать. Çул хыççăн çул хыçа юлать. Акă ĕнтĕ чăвашсен паллă поэчĕ Ваçлей Кервен те нумаях пулмасть 60 çулхи юбилейне паллă турĕ. Патăрьел тăрăхĕшĕн Ваçлей Кервен уйрăмах хаклă.
Вăл пирĕн ентеш, вăхăтĕнче тата район хаçатĕнче те вăй хунă. Ваçлей Кервен (Василий Гаврилович Кошкин) нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Упамса ялĕнче çуралнă. Вăтам шкул хыççăн монтажникре ĕçленĕ. Çартан таврăнсан И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ.
В.Кервен тĕрлĕ çулсенче “Авангард”, “Пионер сасси” (хальхи “Тантăш”) хаçатсенче, “Çилçунат” (хальхи “Самант”) журналта литературăпа искусство пайĕсен редакторĕ, ЧР Писательсен союзĕн правленийĕн литература консультанчĕ пулнă. 1994 çултанпа Шупашкарти коопераци институчĕн доценчĕ: чăваш чĕлхи, этика, православи культурин никĕсĕ дисциплинăсене вĕрентет, студентсен литература пĕрлешĕвне ертсе пырать. ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, Марфа Трубина ячĕллĕ преми лауреатне В.Кервене литературăри пысăк çитĕнÿсемшĕн Раççей Писательсен союзĕн Хисеп грамотипе наградăланă. В.Кервен критика тишкерĕвĕсем те, калавсем те çырать, ытти халăх поэчĕсене чăвашла куçарать.
Поэт 1987 çултанпа СССР Писательсен союзĕн членĕ. Паллăрах кĕнекисем: “Туйăм” (1982), “Хĕври хĕвел” (1987) сăвăсен пуххисем тата “Çынсем” сăвăлла роман-эссе (1991). “Авангард” хаçат йышĕ Василий Гавриловича сумлă юбилей ячĕпе саламласа çĕнĕ çи-тĕнÿсем сунать.