04 марта 2009 г.
1 – Кĕçĕн çăварни. Адама райран хăваласа кăларнине асăнса ÿкĕнмелли кун.
Пĕр-пĕрне каçармалли кун.
2 – Мăнкун типпи (Аслă типĕ) пуçланать. 1612 ç. поляксенчен асап тÿссе вилнĕ
Мускавпа пĕтĕм Руç патриархĕ хăватсем тăвакан Ермоген святитель.
7 – Пысăк асапсем тÿссе вилнĕ Феодор Тирон.
8 – Чăн тĕн (православи) мухтава тухнине асăнса кĕл тумалли вырсарникун.
9 – Иоанн Креститель пуçне тупни.
14 – Асап тÿссе вилнĕ Евдокия. Аслă типĕре вилнисене асăнмалли 1-мĕш
шăматкун.
15 – Турă Амăшĕ “Державная” ятлă сăнне асăнса кĕл тумалли кун. Тверь хулин
епископĕ Арсений святитель. Киеври святойсен ушкăнне асăнмалли кун.
17 – Мускав княçĕ Таса пурăнăçлă Даниил.
18 – Чăн тĕне тĕрĕс тытнă Смоленск княçĕ Феодорпа унăн ывăлĕсем Давидпа
Константинăн таса ÿчĕсене тупса чиркĕве хуни.
21 – Аслă типĕре вилнисене асăнмалли 2-мĕш шăматкун.
22 – Севастия кÿллинче асап тÿссе вилнĕ 40 святой. Таса Хĕресе пуç çапмалли
вырсарникун.
25 – Григорий Двоеслов святитель. Таса пурăнăçлă Симеон Богослов.
28 – Аслă типĕре вилнисене асăнмалли 3-мĕш шăматкун.
29 – Таса пурăнăçлă Иоанн Лествичник.
30 – Турă çынни таса пурăнăçлă Алексий.