АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Айăпа йышăнма, йăнăша тÿрлетме пĕлмелле

04 марта 2009 г.

Районти 24-мĕш уголовлă инспекцийĕн ĕçĕнчи тĕп тĕллев – тĕрлĕрен преступлени тунăшăн судпа айăпласа ирĕкрен хăтарман граждансем тепĕр хут йĕркене пăсса хура ĕç ан туччăр тесе ăнлантару, профилактика ĕçĕсем ирттересси. Çакнашкал çынсем кашнийĕ пирĕн патра шутра. Эпир вĕсен ĕçне, хăтланăвне, хутшăнăвне çирĕп контроллесе тăратпăр.

Нумай пулмасть судпа айăпланнă, пирĕн патра шутра тăракан Патăрьелĕнчи граждансемпе вырăна тухса, ял тăрăхĕнче тĕл пулу йĕркелерĕмĕр. Малашне çак тĕллевпе ытти ял тăрăхĕсене те çитесшĕн. Мероприятие пирĕн инспекципе пĕрле Патăрьелĕнчи милицин участок уполномоченнăйĕ, ял тăрăх пуçлăхĕн çумĕ хутшăнни тата витĕмлĕрех пулчĕ. Пĕрлехи тĕл пулура преступниксен паянхи лару-тăруне тĕпчерĕмĕр: вĕсем мĕн ĕçлесе пурăнаççĕ, пушă вăхăта мĕнле ирттереççĕ, çемьери хутшăну, обществăлла вырăнта хăйне мĕнле тытаççĕ, хура списока лекнĕ çыннăн малашлăх планĕ тата ытти те.

2008 çулта пирĕн инспекцине судпа айăпланнă 218 çыннăн ĕçĕ лекнĕ. Вăл шутра условнăй майпа айăпланисем 148, ĕçлесе юсанмалла тунисем 38, обязательнăй майпа ĕçлемелле тунисем 30, хăйĕн должноçĕпе ĕçлесе ирĕкрен хăтарнисем 7 çын. Айăпа кĕнисенчен хăйсене ирĕкре йĕркеллĕ те тирпейлĕ, саккун ыйтнă пек тытакансем çăмăллăхпа усă курса срокран маларах та пирĕн инспекцинчи хура списокран тухма пултараççĕ. Пуçтахраххисене, йĕркене пăхăнманнисене, хăйĕн ĕçĕшĕн ÿкĕнменнисене вара ирĕкрен хăтарса тĕрмене те лартаççĕ. Пĕлтĕр пирĕн районĕпе çакнашкал 13 факт пулнă.

Кăçалхи январь уйăхĕнче Çĕнĕ Ахпÿртри С.Плешкова, Патăрьелĕнчи А.Пизенева условлă майпа айăплама йышăннине улăштарнă. Çав вăхăтрах Кĕçĕн Патăрьелĕнчи А.Кадеева, Вăтаелĕнчи А.Кудрявцева ĕçлесе юсанмалли условинчен ирĕкрен хăтарнă. Урăхла каласан, пирĕн инспекцине çакланнисен йăнăша кирлĕ пек тÿрлетме пĕлмелле.

А.МУРДАКОВА,

районти 24-мĕш уголовлă инспекцин аслă

инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика