АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уйра мăян мар, тыр-пул кашлатăр

07 марта 2009 г.

Çурхи тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăх пахалăхĕ (мартăн 1-мĕшĕ тĕлне)

1. Хуçалăхсем. 2. Вăрлăх хатĕрлемелли план. 3. Хатĕрленĕ тата тĕрĕслеттернĕ (центнерпа). 4. Вăл шутран кондициллĕ вăрлăхсем (процентпа).

Улма-çырла пит. 1557 1557 100

Исток 5765 3600 62

Родник 0 0 0

Дуслык 2250 850 38

Ленин яч. 3260 2380 73

Батыревский 3730 3730 100

Тойсинская 850 850 100

Чемен 0 0 0

Первомайск 3164 3164 100

Малалла 2160 2160 100

Труд 2856 2763 97

Знамя 1921 0 0

Гвардеец 1420 670 47

Чулпан 954 675 71

Колос 1400 1200 86

Родина 1000 750 65

Звезда 2817 2407 85

Кр.знамя 2014 2014 100

Хастар 2200 2020 92

Заря 480 0 0

Югель 370 370 100

Сидели 700 100 14

Мир 980 180 18

Булинская 890 420 47

Жизнь 1255 655 52

Движение 0 0 0

Районĕпе 44143 3251 74

Кăçал çур аки валли вăрлăх хатĕрлесси, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, начартарах пырать. Пулас тухăç никĕсне аллассипе хуçалăхсенче тимлĕх ытлашши уйăрмаççĕ. Вăрлăх çителĕксĕррисен тата çуккисен хĕл ыйхинчен вăранма вăхăт, пĕр-пĕрин хушшинче çурхи культурăсене ылмаштарма та пуçăнмалла. Юлашки çулсенче пирĕн районта ку ĕçе çителĕксĕр тăваççĕ. Патăрьел тăрăхĕнче 5 хуçалăх элита вăрлăхсем çитĕнтерсе сутассипе тăрăшать, анчах кашни çулах вĕсенчен урăх районтан килсе туянакансем ытларах. Кăçал та хальлĕхе ку тĕлĕшпе нимĕнле улшăну та çук. Сăмах май, пысăк репродукциллĕ вăрлăх туянакансен тăкакĕсене Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствисем субсидилеççĕ.

Хальхи вăхăтра «Знамя» тата «Заря» агрофирмăсенче кондициллĕ вăрлăх çук. Мĕн акса мĕн çитĕнтересшĕн-ши;

Вăрлăхсене тĕрĕслекен лабораторинче тĕплĕн пăхнă хыççăн, пирĕн районта пулас тухăç никĕсĕн 19,5 проценчĕ – суперэлита тата элита, 1-4 репродукциллисем - 55, 5-мĕш репродукциллисем – 5,5, массăллă репродукциллисем – 6,9, фуража кăна юрăхлисем 13,1 процент. Кăçал тĕп тĕллев – пахалăхсăр вăрлăхсен пĕр пĕрчине те акмалла мар. Çакна валли хуçалăхсене пур услови те туса панă.

Районти 6 хуçалăх вăрлăхсене тасатса тирпейленĕ, реализацилеме документсем тунă. Кăмăл тăвакансем Ленин ячĕллĕ, «Труд», «Красное знамя», «Батыревский», «Малалла» хуçалăхсенчен, улма-çырла питомникĕнчен туянма пултараççĕ.

О.ГЛУХОВ,

Чăваш Республикинчи «Россельхозцентр»

филиалĕн районти уйрăмĕн начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика