07 марта 2009 г.
Кăçал ку таранччен район халăхне грипп чирĕн вирусĕ çакланса нушалантарманччĕ-ха. Чăн малтанах çапла пулма унтан прививка туни те пулăшрĕ-тĕр. Çак сезонта районта пурăнакан 7100 çынна вакцина янă.
Районти тĕп больницăри инфекци уйрăмĕн врачĕ А.Чернова пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ эрне вĕçĕнче гриппа чирлесе аптăранисем сиплев учрежденине питĕ йышлăн килнĕ. Вĕсен пурин те пысăк температура пулнă. Çавăнпа та вăл малалла ан сарăлтăр тесен чирлисен питĕ тĕплĕн сипленмелле, ыттисен вара асăрханмалла. Ку тĕлĕшпе районти аптекăсенче тĕрлĕрен витамин, эмел çителĕклех.