АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăйне шанакан йывăрлăхра парăнман

07 марта 2009 г.

Пурнăçра тĕрлĕ çынпа паллашма, курнăçма, калаçма тÿр килет. Кашнийĕн хăйĕн шăпи. Кирек камра та лайăххине, çынра çуккине курма, сăнама пулать. Чапа кăлараканни вара тăрăшуллă ĕç, сăпайлăх, ыр кăмăллăх. 33 çул райпо системинче ĕçлет Е. Краснова (ÿкерчĕкре). Çÿлерех асăннă енсем шăпах пур унра. Çавăнпа та уяв умĕн унпа сăмах пуçартăмăр. Аяларах çав калаçăва пичетлетпĕр.

– Аслă пионервожатăй пулнăран эпир сирĕн хыççăн “Елена Ник-на” тесе чупаттăмăр. Ас тăватăр-и çавсене; Çапах та унтанпа 37 çул иртсе кайрĕ.

– Чи хавас та чи телейлĕ вăхăтсем пулнă вĕсем маншăн. Вăтам шкултан вĕренсе тухсанах ачасемпе ĕçлеме пуçларăм. Кивĕ Ахпÿртри 8 çул вĕренмелли шкулти педагогсен коллективĕ те çамрăкчĕ ун чухне. А.Чылыкова, Г.Задорова, С.Мулюкова, Г.Антипова .

Шкул пĕтернĕ хыççăн пĕтĕм тус-тантăш ялтан кайса пĕтнишĕн тунсăхлаттăм, паллах. Хампа юнашар 7-мĕш, 8-мĕш классем (хăшĕсем манран та пĕвĕпе çÿллĕччĕ) пурри çак туйăма сиретчĕ. Çав вăхăтра вĕреннĕ ачасене чылайăшне халĕ паллаймастăп та. Çавах хирĕç пулсан чĕнмесĕр иртмеççĕ. Çакă савăнтарать. Хăшĕсем пĕрле ирттернĕ мероприятисене, теприсем сасса асра тытаççĕ.

– Шкулта ĕçленĕ вăхăтри чи асра юлнă самант пур-и;

– Паллах. Козловка-Пăлакасси ялĕсенчи ачасем валли пуçламăш шкул пурччĕ. Яланах пĕрремĕш-виççĕмĕш классенче вĕренекенсен вулас хăвăртлăхне тĕрĕслеттĕмĕр. Ятне маннă-ха. Данилов хушаматлăччĕ. “Пахчара хăяр...” тесе вулама пуçларĕ çеç – ниепле те малалла каяймасть. Хăй васкать “Хăряр, хăряр, хăряр” тет. Аса илсен халĕ кулăшла.

– Суту-илÿ ĕçне мĕнле явăçрăр;

– Çемьеллĕ пурнăç педагогика енĕпе кайма май памарĕ. Институтра виççĕмĕш курсра вĕреннĕ чухне сессине каяймарăм. Шăпах çавăн чухне райпора сутуçăсене вĕрентсе хатĕрлекен курс уçăлчĕ. Çавăнта çул тытрăм, практика хыççăн тÿрех Патăрьелĕнчи универмагăн кĕме-йĕм сутакан уйрăмне, В.Макарова бригадине илчĕç.

– Каяллахи пурнăçа çиелтен те пулин тишкерер-ха тата.

– Тăватă райпо председателĕпе ĕçлерĕм. Ĕç пирки райпо правленийĕн ларăвне чĕнтерсе вăрçни пулман. 38 сутуçăпа тавар сутнă. Заведующинче чухне чылайăшне ĕçе вĕрентрĕм. Г.Фролова, А.Бельде-кова, кунти ăсталăхпа Мускавах çитрĕç. Раськина Надьăсем (иккĕн вĕсем) суту-илÿре çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăваççĕ. Пурне те ятран каласа пĕтереймĕн те.

Ертÿçĕсем шаннăран универмагра кашни уйрăмрах заведующинче ĕçлерĕм.

– Елена Николаевна, пурнăçра кашнийĕн тĕллев пур. Сирĕн;

– Аннеренех юлнă пĕр чĕнÿ яланах асăмра: “Чĕрÿне çынсене пар, чунна – çÿлти Туррăмăра, пĕр пайне хăвна валли хăвар”. Çак принциппа пурăнатăп.

– Мĕншĕн те пулин ÿкĕнмелли çук-и;

– Техникум хыççăн кооператив институтне вĕренме кайма сĕнчĕç. Ачасене хăварма шеллерĕм. Ахаль те вĕсемпе сахал пулаттăм. Лавккара каçхине 19 сехетчен ĕçленĕ. Канмалли кунсенче те Ульяновск, Шупашкар, кÿршĕ районсен пасарĕсене тавар сутма çÿренĕ. Аслă шкул пĕтерейменнишĕн çеç ÿкĕнĕçĕм пур. Хамăршăн пурăнма пĕлеймерĕмĕр пулас. Коммунизмла ĕç ударникĕ ята темиçе те тивĕçнĕ. Анчах илнĕ чыс-хисеп ĕç ветеранĕн çăмăллăхĕсемпе тивĕçтереймест.

– Пурнăçра мĕнпе килĕшме пултараймастăр;

– Суйнине, улталанине, элекленине, тирпейсĕрлĕхе чăтма пултараймастăп. Икĕ питлĕ çынсенчен пăрăнатăп. Çывăх юлташсем сахал мар.

– Мĕнпе мухтанма пултаратăр;

– Мухтанчăк çынсене килĕштерместĕп, хам та мухтанма юратмастăп. Пурнăçра чи кирли вăл, эпĕ шутланă тăрăх, атте-анне питне хĕретменни. Хама та ачасемпе мăнуксем çавăн пекех хисеплеччĕр.

– Хĕрарăмсен уявĕ ячĕпе хаçат вулакансене мĕн сĕннĕ пулăттăр;

– Пурне те сывлăх, телей, иксĕлми юрату, ăнăçу, хуйхă-суйхăсăр пурнăç. Экономика кризисĕ пиртен айккинчен ирттĕр. Пурин те хăй юратнă ĕçĕнчен тивĕçлĕ канăва тухмалла пултăр.

– Тавтапуç калаçушăн. Малашнехи пурнăçра хăвăра та ăнăçу сунатпăр. Сывлăхăр 100 çулччен пурăнма çиттĕр.

Елена Николаевна сăпайлăхне пула хăй çинчен тĕплĕн каласа памарĕ. Шыв юхăмне хирĕç те сахал мар ишме тивнĕ унăн. Улттăра чухнех ашшĕсĕр тăрса юлнă. Амăшне шелленине пула хулана каяйман. Ачисене ÿстересси те хĕрарăм хул пуççийĕ çинех тиеннĕ. Хальхи пурнăçпа кăмăллă вăл. Çавăнпа ыттисене те лайăххине çеç сунать.

А.АСТРАХАНЦЕВА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика