АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксене пил параççĕ, ял илемне кÿреççĕ

07 марта 2009 г.

Хапха алăкĕн шашулкки сассине хăлхана та чикмерĕ Ульяновкăри Ăнтани аппа. Пир станĕ хушшине кĕрсе ларнă та ĕç тунă май юрă хыççăн юрă шăрантарать:

“Ирхи кÿлĕм иртрĕ пуль,

Каç кÿлĕме кайрĕ пуль.

Хĕр ĕмĕрĕ иртрĕ пуль,

Ват ĕмĕрĕ кайрĕ пуль...”

Хăнасене кил хуçи Василий Степанович кĕтсе илчĕ. Выльăхсем патĕнчен кĕретчĕ вăл:

– Репетици тăвать, шăматкун çеç туя хăйматлăх пулса кайнăччĕ-ха. Çамрăксем ĕлĕкхи йăла-йĕркене пĕлсех каймаççĕ. Унсăрăн туй илемĕ çук. Антонина Федотовнăна килсе чĕнеççĕ. Ÿркенмест. Чĕнсен Севастополе те каять пулас, – терĕ шÿтлесе тĕпеле иртме сĕннĕ май.

Пир станĕнчен тухакан хатĕр тавара тĕрки-тĕркипе ятарлă сак çине хунă ăстаçă. Вăхăт ирттермелле алă ĕçĕ тăвать иккен. Çĕр каç килĕнче те хăнасем пулнă. Тин çеç мăшăрлантарнă çамрăксен ашшĕпе амăшĕ Ăнтани аппана чыслă туй тума пулăшнăшăн тав туса кĕпе тăхăнтартма килнĕ. Тепĕр сăлтавĕ те пур. Васили тетепе Ăнтани аппа пĕрлешнĕренпе 50 çул çитрĕ. Шăпах çак ятпа саламлама çитрĕ те ĕнтĕ вĕсене Ишлĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Юркина.

Ĕмĕр ирттересси уй урлă каçасси мар теççĕ. Ишлĕ хĕрĕ çакăнта качча килнĕшĕн пĕртте ÿкĕнмест. Çăтмахра тейĕн. Сывлăшĕ уçă. Кăмăллă халăх пурăнать. Çуртне-йĕрне капмар лартнă. Иккĕмĕш хутĕнче зал, çывăрмалли, хăнасене йышăнмалли пÿлĕмсем пур. Картлашкапа аялтан çÿлтине вăр-вар хăпараççĕ Корниловсем. Август уйăхĕнче 75 тултараççĕ пулин те вашаватлăхне çухатмаççĕ.

– 75 хутчен хĕл килнине сисмесĕрех юлтăмăр. Ватăлатпăр çав, ватăлатпăр. Иртнĕ савăк кунсене тавăраймастпăр, – теççĕ.

Пурнăçпа кăмăллă вĕсем. Иккĕшĕ те тапса ĕçлесе çак пурлăха пуçтарнă. Василий Степановичăн пĕлмен ĕç çук. Ăста тракторист, сварщик, водитель. Мĕн чухлĕ вăрман кăларман-ши; Ăнтани аппан маттурлăхĕ те унран ÿксе юлман. 29 çул хунямапа пурăнса пĕр сивĕ сăмах та калаçса курман. Хуçалăх ĕçĕнчен сиктермен. Çуллахи вăхăтра куçа хупса урана кантармалăх çĕрĕ те çитмен. Вăрман енче пăвансем вăйлă. Çĕрле виççĕрех ĕнесене суса кĕтĕве янă. Вăрман касма та, чул кăларма та хутшăннă хĕрарăм. Канаша удобрени тиеме мĕн чухлĕ кайнă. Хуçалăх выльăхĕсем валли сенаж кĕртнĕ. Çăва тухсан утта утнă. Ачи-пăчи тиенсе кун каçмалăхах кайнă вăрмана. Çырларан, милĕкрен, кăмпаран пĕрре те юлман. Чĕрĕлĕхĕ çитнех кил хуçи хĕрарăмĕн. Пухнă çимĕçе çывăхри ялсенчи пасара тухса сутнă вăл. Укçипе вара ачисене тумлантарнă, апат-çимĕç туяннă. Çиччĕн ÿснĕ ăрăва малалла тăсакансем. Халĕ пурте çемьеллĕ, хăйсем йăва çавăрнă. Тĕпре пурăнаканни те пурччĕ. Анчах çамрăксем валли ĕç çук. Çавăнпа тăван ялтан кайма тÿр килнĕ вĕсене. Çакăншăн ÿпкелешмеççĕ ватăсем. Василий ывăлĕ аякра пурăнмасть. Яла çурт лартнă. Мăнукĕсем килсех çÿреççĕ.

Виçĕ хĕрĕ Чулхулари автозаводра ĕçлеççĕ Корниловсен. Ишлĕ, Пăлапуç Пашьел ялĕсене качча тухнисем пур. Смычкăри Надя хĕрĕн ывăлĕсем çар ретне пĕр харăсах тăнă. Пиччĕшĕпе шăллĕне уйăрман.

– Эй, пурнăç çинчен калаçса çитĕ-ха. Интереслĕрех самантсене аса илер. Ялти салтака каякан пĕр ачана та киле кĕртсе алшăлли çактармасăр яман эпир. Тата пĕр хĕле те мансăр ăсатайман тесен те йăнăшмастăп пулĕ. Çамрăксемпе пĕрле çуна çине лартатчĕç. Юрă-кĕвве мана пуçлаттаратчĕç. Кашни çулах малти вырăнсене йышăнаттăмăр. Эсир килессе пĕлсех тирпейлĕн упрарăм пулас 10-15 çул каялла панă чей куркисен пуххине. Чей ĕçер-ха, эппин, – терĕ сĕтел патне чĕнсе Ăнтани аппа.

Çак хушăра куçăм пÿрт ăшчиккине тинкерчĕ. Стена çумне тĕрленĕ алшăллисем çакнă. Кавирĕ те алăпа ăсталанăскерех. Диван çине каллех хĕреслĕ тĕрленĕ виткĕç хунă. Мĕнле ĕлкĕрнĕ-ши вĕсене тума. Çав вăхăтрах ачасем валли çыхмалла, çĕлемелле те пулнă-çке.

Ăнтани аппан калаçăвĕнче тепĕр ырă ен те палăрчĕ. Кинĕсемпе, кĕрÿшĕсемпе, мăнукĕсемпе савăнать вăл. Ватлăх хăйсене куçран пăхнăшăн шикленмест. Йăха малалла тăсакан ăру телейлĕ пултăр тет.

Ват çынсен пултарулăхне, тараватлăхне палăртса саламларĕ юбилярсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. Малашнехи пурнăçра ырлăх-сывлăх сунчĕ. Ăнтани аппа та парăмра юлмарĕ. Кашни çыннăн пурнăçĕ çĕрĕ евĕр вĕçсĕр-хĕрсĕр пултăр терĕ. Савăнăç куççульне пытараймасăр пĕр çавра юрласа ячĕ:

“Чÿречерен пăхрăм та,

Хĕвел аннăн туйăнчĕ.

Пуçа шурă витрĕ те,

Ĕмĕр иртнĕн туйăнчĕ”.

Мĕнех калайăн хушса. Иртет ĕмĕр килмест каялла, пурнан пурнăçра утар малалла.

А.АСТРАХАНЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика