АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăнаçлăн шăранса янăраççĕ Поэт çуралнăранпа 80 çул çитнĕ май

07 марта 2009 г.

Пирĕн ентеш, Треньелĕнче çуралса ÿснĕ Галка Ваçлейĕ (Галкин Василий Григорьевич) паян хăйĕн юбилейне кĕтсе илет. Çыравçă творчествăлла кун-çулĕнче чылай хавхалануллă, ăстайлă сăвă-хайлав çырса халăх патне çитерчĕ. Ку таранччен унăн тăватă кĕнеки кун çути курчĕ. Патриотла туйăмпа хайланă сăвви-поэми, республикăри хаçат-журналта та пичетленсех тăрать.

Çĕршер сăвăпа виçĕ поэма авторĕн кун-çулĕ çăмăлах пулман. Вăрçă çулĕсенче, çамрăк ача, чылай терт-нуша тÿссе, çĕр ĕçĕпе тертленсе çитĕннĕскер, ашшĕпе тетĕшсĕр, амăшĕпе кăна тăрса юлать.

1944 çулхи кĕркунне, вун пиллĕкри çамрăк, Шăнкăртамри промкомбината шут ĕçĕпе ĕçлеме вырнаçать. Çакăнтан пуçласа тытăнать, пулас поэтăн, бухгалтер-экономист профессине вĕренсе, алла илсе ĕçлесси. Çар хĕсметне кайиччен тĕрлĕ организацинче вăй хурать вăл. Тăватă çул авиацире пулса çар тивĕçне чыслăн пурнăçлать.

Васкатăп вокзала

çара каймашкăн

Асра тытса аттен ăс-пиллĕхне.

Çĕр-шывшăн чаплă,

паттăр яш пуласшăн,

Чыса упрасшăн – мирлĕх никĕсне,

тесе çырать вăл каярах, аса илсе.

Çав хушăрах, пушă вăхăтпа усă курса, сăвăсем хайласа, хаçат-журналта пичетлеме тытăнать.

Галка Ваçлейĕ хĕсметрен таврăнсан та хăй профессийĕпех ĕçлеме пуçăнать, çĕнĕрен-çĕнĕ сăвăсем хайласа, вĕсене “Авангард” хаçат редакцине ярса парать. Каярах хăй те унта литпĕрлешÿ членĕнче тăрать. Пĕр-икĕ çултан совет членне илеççĕ ăна.

Çул иртнĕçем, пĕр вăхăт, Василий Григорьевич, пичетлеме пуçланă сăвăсен кĕнекине вĕçлесе, ăна халăх хушшине сарать.

Çĕнĕ шухăш-туйăмсен пуянлăхне татах та витĕмлĕрех кăтартас ĕмĕтпе сăвăç поэмăсем çырма тытăнать. “Пурнăç çулĕ”, “Çуралнă Çĕр” поэмисене хатĕрлесе пичетлесе кăларать.

Галка Ваçлейĕн малтанхи тапхăрти лирики ытларах çут çанталăка сăнласа çырнипе çыхăннă пулсан, каярах вăл халăх кăмăл-туйăмне палăртса, пĕтĕм чун-чĕрипе халăхпа пĕрле хавхаланать.

Мирлĕ пурнăçшăн çак çĕр çинче

Вăй хурса туптаннă ĕçлĕ халăх,

Тав сана! Мĕн ĕмĕр иртиччен

Санпалах эп утăп алла-аллăн.

Сăвăç чăн-чăн ăстайлă ĕçлеме пултарнине, вăл çĕнĕ те илемлĕ сăнарсем тунине вулакан кăмăлтан хапăлласа йышăнать. Вăл куллен-кунхи япаласенех, эпир курман енчен кăтартма пикеннине асăрхатăн.

Çыравçăн пултарулăхĕнче юрату лирики те паллă вырăн йышăнать. Ялти пурнăç илемĕ, çамрăксен таса та çутă ĕмĕт-шухăшĕ, туслăхпа юратăвĕ чуна илĕртмелле шăранать.

Поэзири пултарулăхĕ сăвăçăн тĕрлĕ енлĕ. Вăл пур жанрпа та, виçепе те хайлама ăста. Вăрçăпа патриотизм темипе çырнă сăвăсем те ентешĕмĕрĕн сахал мар. Вĕсенче вăл çĕр-шыва тата çĕр çинчи мире сыхлассишĕн çирĕп тăмаллине манмалла марри çинчен калать.

Сăвăç тăлмачă ĕçĕнче те хăйне тĕрĕслет. А.С.Пушкинăн, М.Ю. Лермонтовăн, А.А.Блокăн, С.А. Есенинăн тата Генрих Гейне сăввисене вырăсларан чăвашла куçарса пичетлесе кăларчĕ.

Василий Григорьевич РФ Писательсен союзĕн членĕ. Çывăх вăхăтра “Çырнисен пуххийĕ” пичетлесе кăларма хатĕрленет. Унăн таса, çутă, лирикăллă поэзийĕ хăйĕн илемĕпе вулакана малашне те хумхантарса савăнтарĕ.

“Авангард” хаçат йышĕ Василий Григорьевича сумлă юбилей ячĕпе саламласа канлĕ ватлăх, поэзи анинче çитĕнÿсем сунать.

(Хамăр корр.).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика