13 марта 2009 г.
Пуш уйăхĕнчи пĕрремĕш уяв – Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ. Çак ятпа Турханти психоневрологи интернатĕнче чи-чи хитре те илĕртÿллĕ пикесене халалласа “Çуркунне пики” конкурс йĕркеленĕ. Конкурсра чиперккесем хăйсен пултарулăхне, ăсталăхне, сăпайлăхне пур енлĕн кăтартнă.
Тупăшăва пилĕк пике хутшăннă. Вĕсем пурте çуркунне пек илемлĕ, илĕртÿллĕ, ăшă... Жюри членĕсем конкурса хутшăнакансен пултарулăхне кура тĕрлĕрен номинаципе хакланă. Акă, С. Никифорова “Ăшă кулăллă пике”, Э. Яковлева “Çыпăçуллă пике”, Л. Маштакова “Ытарайми пике”, А. Вазюкова “Кăмăллă пике” ятсене тивĕçлипе çĕнсе илнĕ. Алена Рябчикова вара чăн-чăнах кĕмĕл кăшăла пуç çине тăхăнма тивĕçнĕ. Куракансем вĕсене тăвăллăн алă çупса саламланă. Уяв ячĕпе хатĕрленĕ конкурс пуриншĕн те кăмăллă иртнĕ.