АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Михаил Михайловский: «Суйлав лăпкă, йĕркеллĕ иртрĕ...»

13 марта 2009 г.

Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Сасăлавăн пĕрлехи кунĕнче, Раççейĕн 79 регионĕнче тĕрлĕ шайри – вырăнти парламент депутачĕсенчен пуçласа муниципалитет пуçлăхĕсен, хула-район Пухăвĕсен тата ял тăрăхĕсен Пухăвĕсен депутачĕсен – суйлавсем иртрĕç. Чăваш Енре çав кун хушма суйлавпа пĕр мандатлă 16-мĕш Тĕп суйлав округĕпе (Шупашкар хули) Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне тата вырăнти хăй тытăмлăхăн халăх суйлакан органĕсен депутачĕсене суйларĕç. Депутат мандачĕсене пурне те “Пĕрлĕхлĕ Раççей” парти тăратнă кандидатсем çĕнсе илчĕç. Суйлав пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарма “Пĕрлĕхлĕ Раççей” партин регионти политика канашĕн секрета-рĕнчен, Тĕп канаш членĕнчен Михаил Михайловскирен ыйтрăмăр.

– Михаил Алексеевич, хăш-пĕр округра депутат мандатне илессишĕн кĕрешÿ питĕ çивĕч иртнĕ теççĕ. Уйрăмах – ЧР Патшалăх Канашĕн депутатне суйлассишĕн... Çапах “Пĕрлĕхлĕ Раççей” çĕнтерчĕ.

– Чăнах та, çакнашкал хĕрÿллĕ суйлава ас тумастăп та юлашки вăхăтра. Сăлтавĕ те паллă – Раççей экономикине те кризис килсе çапрĕ. Çакă вара оппозицири Коммунистсен партине (РФКПна) самаях пысăк шанчăк, вăй-хал кÿчĕ – ара, хаксем тата тарифсем куç умĕнчех ÿсеççĕ-çке!

“Пĕрлĕхлĕ Раççей”, влаç партийĕ, çĕр-шыври лару-тăрушăн яваплăха хăйĕн çине илчĕ. Вăл шутра – кризис сиенлĕхне чакарассине. Партин кризиса хирĕçле хатĕрленĕ программа пур. Хăш-пĕр йышăну – промышленноçа, яла, пĕчĕк бизнеса, ветерансемпе пенсионерсене пулăшас енĕпе – пурнăçланать те ĕнтĕ. Оппонентсем хăть те тем калаччăр – пирĕн партин çĕр-шывăн социаллă пурнăçĕпе экономикин çирĕплĕхне сыхласа хăварма пулăшакан уçăмлă программа хатĕр...

Суйлав компанийĕн пĕтĕмлетĕвне тишкернĕ май Чăваш Ен Президенчĕ, “Пĕрлĕхлĕ Раççей” партин Аслă Канашĕн членĕ Николай Федоров çапла каларĕ: “Республика тата муниципалитет влаçĕсем хăйсем тĕрĕс, кăтартуллă ĕçленине çирĕплетрĕç. Халăх çакна курать, çавăнпа ертсе пыракан парти представителĕсем суйлавра сасă нумайрах пухрĕç”.

– Хушма суйлав кăтартăвĕ, тен, “Пĕрлĕхлĕ Раççейшĕн” ытла пĕлтерĕшлех те пулман-тăр: саккун кăларакан кашни Пухурах парти членĕсен йышĕ ыттисенчен чылай ытларах вĕт;

– Çук, кашни сасăлав – общество влаçа мĕнле хакланин кăтартăвĕ. Çак йывăр, пăшăрхантаракан тапхăрта тĕрĕс çулпах пыратпăр-и эпир; Парти тĕрĕс çул суйласа илнине суйлав çĕнĕрен çирĕплетрĕ.

– Коммунистсем, сирĕн оппонентсем, суйлаври ăнăçсăрлăха суйлав саккунне пăснипе ăнлантарма пăхаççĕ...

– Ку вăл – оппозицин яланхи тактики: выляса янин сăлтавне тупмалла-çке-ха. Çавăнпах ĕнтĕ вĕсем “влаç партийĕ каллех администраци ресурсĕпе усă курчĕ” тесе йăмшăхаççĕ. Вăрттăн сасăлавра вăйпа пĕр-пĕр партишĕн е кандидатшăн сасăлаттарма май пур-им вара;

Хăйсен суйлав умĕнхи агитацине коммунистсем йăлтах “Пĕрлĕхлĕ Раççей” партин ĕç-хĕлне критиклессипе çыхăнтарчĕç. Выляса ярсан яланах айăплисене шыраççĕ. Анчах ку – хавшак позици. Пирĕншĕн вара оппозици конструктивлă пулни, çĕр-шыври çивĕч ыйтусене конкретлă ĕçсемпе татса пани тата патшалăхри, регионсенчи лару-тăрăвăн çирĕплĕхне упраса хăварма тăрăшни паха. Çĕр-шыври политика çул-йĕрне улăштарма чĕнсе калани ыррине пĕлтермест: кама кирлĕ халь кисренÿпе пăтрав; Пирĕн малалла ăнтăлмалла, çĕр-шывпа республикăн аталану стратегине пурнăçа кĕртсе пымалла.

Тÿррипе, пирĕн тĕп оппонент – политика партийĕсем мар, тĕнчене кисретекен кризис. Шăпах вăл “вĕслетрĕ” те, “хавхалантарчĕ” те пире тапăнма, халăха урама йыхăрма, урăххисем тунă ĕçе хăйсен ĕçĕ пек кăтартма, “таса мар технологисемшĕн” айăплама. Ыйтас килет: эсир чăнах та çакнашкал ырă мар майсемпе çĕнтерме ĕмĕтленнĕ-и; Çĕнтертĕр пулсан ыран еплерех татса панă пулăттăр конкретлă ыйтусене; Пĕлетĕр-и-ха эсир ĕçлеме;

Мĕн пур тапăнăва-çăрăнчăка сирсе пирĕн парти каллех çĕнтерчĕ. Суйлавçăсем вĕсен ыйтăвĕсене кризис тапхăрĕнче те “Пĕрлĕхлĕ Раççей” татса патăр терĕç. Паллах, çак шанăçа пирĕн тÿрре кăлармалла.

– Партин регионти уйрăмĕн суйлав кампанийĕ вăхăтĕнчи ĕçне мĕнле хаклатăр;

– Лайăхпа – кампани ĕçлĕ лару-тăрура, лăпкă, йĕркеллĕ иртрĕ. Регионти уйрăмпа пĕр-пĕрне ăнланса, тачă çыхăнса ĕçленĕшĕн эпĕ регионти тата вырăнсенчи политканашсене, партипе общество организаци-йĕсен хастарĕсене чĕререн тав тăватăп. Конструктивлă ĕç-пулăм ÿсĕм çуратрĕ.

Раççейри тăхăр регионта – Тутарстанра, Кабарда-Балкар тăрăхĕнче, Карачай-Черкесра, Хакасире, Архангельск, Брянск, Владимир, Волгоград облаçĕсенче, Ненец автономи округĕнче – иртнĕ суйлавсем унта пурăнакансем “Пĕрлĕхлĕ Раççее” шаннине, вăл кризиса хирĕç правительствăпа пĕрле тăвакан ĕçсен тĕрĕслĕхне ĕненнине çирĕплетрĕç. “Çынсем пирĕн партие ырлани эпир халăхпа пĕр пулнине палăртать”, – терĕ партин Аслă Канашĕн ертÿçи Борис Грызлов.

– Республика парламентне пĕрремĕш хут Раççей Геройĕ суйланчĕ. Еплерех кĕтсе илчĕ-ха ăна ытти депутат;

– Паллах, республикăн Патшалăх Канашĕнче “Ылтăн Çăлтăра” тивĕçнĕ 28 çулти паттăр, хăюллă çамрăк ĕçлеме пуçлани – депутатсемшĕн питĕ кăмăллă пулăм. Евгений Борисовăн суйлав кампанийĕ “Халăхшăн ĕçлесси – Геройшăн чыс” девизпа иртрĕ. Ăна вăл ĕçпе тивĕçтерессе çирĕп шанатăп.

Унсăр пуçне эпĕ суйлавра çĕнтернĕ ĕçтешсене чун-чĕререн саламлатăп. “Пĕрлĕхлĕ Раççей” парти тăратнă кандидатсене (халĕ ĕнтĕ – депутатсене) суйлавçăсен шанăçĕ малашне вăй-хала шеллемесĕр, пултаруллă ĕçлеме хавхалантарас пирки эпир пĕртте иккĕленместпĕр.

Пурне те телей, çемьере тăнăçлăх, ырлăх-сывлăх сунатăп!..

Георгий СЕМЕНОВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика