13 марта 2009 г.
Юхма ен хăйĕн сăпкинче чылай паллă çынна сиктерсе ÿстернĕ, вĕсем хушшинче ученăйсем, тĕнчипе паллă спортсменсем, çыравçăсем пур. Сăмах май, Патăрьел тăрăхĕнче “Чăваш халăх поэчĕ” хисепе тивĕçнисем кăна виççĕн, кун пекки урăх нихăш районта та çук. Нумай пулмасть вара çак ята иртнĕ çулта тивĕçнĕ Н.Исмуков поэт хăйĕн мăшăрĕпе тата И.Иванов çыравçăпа çуралнă ялĕнче Первомайскинче пулчĕ.
Килнĕ хăнасемпе малтанах район администрацийĕнче район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов тĕл пулчĕ. Унтан пурте пĕрле Аслă Арапуç енне çул тытрĕç.
Тăван ялтан тата çуратса кăкăр ĕмĕртсе ÿстернĕ, пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илме пулăшнă аннерен хакли мĕн пур-ши; Н.Исмуков та хăйĕн амăшĕн вил тăприйĕ умне çитсе пуç тайрĕ, чĕрĕ чечексем хучĕ. Унтан Юхма енĕн тепĕр пултаруллă поэчĕ Митта Ваçлейĕ ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă вырăнта пулчĕç. Икĕ хурăн хушшинче ларакан палăк таçтанах курăнать, унта та чĕрĕ гвоздика хучĕç. Сăмах май, иртнĕ эрнере юратнă поэтăмăр 101 çул тултарчĕ. Митта Ваçлейĕ патĕнче пулнă хыççăн хăнасем Первомайскинчи вĕрентÿ центрне çул тытрĕç. Кунта вĕсене Е.Сорокина учительница хатĕрленĕ чăваш тумлă ачасем çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç.
Акт залĕнче вырнаçса ларнă хыççăн Н.Исмуков çырнă сăвăсене илемлĕ вулассипе конкурс пуçланчĕ. Кашнийĕ мала тухассишĕн тăрăшрĕ. Аслă классенче вĕренекенсенчен А.Камышева, М.Самдеева, К.Родионова çĕнтерÿçĕсен ятне илчĕç. Конкурса хутшăнакан пĕр ачан кăмăлне те Николай Аверкиевич хăвармарĕ, пурне те кĕнекесем парса чысларĕ.
Район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р. Селиванов хăнасене вăхăт тупса тăван кĕтесе çитсе курнăшăн, ачасене çапла хавхалантарнăшăн тав сăмахĕ каларĕ.
О.ПАВЛОВА.