13 марта 2009 г.
Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕ районти пĕр шкул директорĕ пирки уголовлă ĕç пуçарнă. Ĕçе тишкернĕ – тĕпченĕ май çакна палăртнă.
К. гражданка П.П. муниципаллă вĕрентÿ учрежденийĕн директорĕнче ĕçлет. Вăл 2008 çулхи сентябрь-октябрь уйăхĕсенче Г. гражданка уборщицăра ĕçлет тесе табельщицăна шута илсе пыма хушнă. Çакна вăл юриех тата служба тивĕçĕпе ытлашши усă курса тунă. Кун пирки уборщицăра ĕçлет текеннине те пĕлтермен. Директор табеле çирĕплетсе шалу шутласа пама районти вĕренÿ пайĕн бухгалтерине çитернĕ. Кăштах вăхăт иртнĕ хыççăн директор уборщицăра ĕçлет текенскере ĕçрен хăтарасси çинчен приказ кăларнă.
Г. гражданка 2008 çулхи сентябрь-октябрь уйăхĕсенче уборщица тивĕçĕсене пурнăçламан. Уншăн илнĕ укçана директор хăйне кирлĕ пек тăкакланă. Ултавăн ури кĕске тенине директор манса кайнă пулас.
В.ЕГОРОВ, аслă следователь.