АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Афганецпа тĕл пулнă

13 марта 2009 г.

Анат Туçари Культура çуртĕнче Афганистанра службăра тăнă В.Кузнецов воин-интернационалистпа тĕл пулу иртрĕ. Курнăçăва яшсемпе хĕрсем нумайăн пуçтарăнчĕç. Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕ çарти пурнăçĕ çинчен, юлташĕсем пĕр-пĕрне йывăр вăхăтра пулăшни пирки аса илчĕ. Çамрăксем “Афган вăрçи чăннипех те хăрушă пулнă-и;” тесе те ыйтрĕç. Валерий Анатольевич пур вăрçă та хăрушă иккенне, анчах вĕсем чунри шиклĕхе çĕнтерсе палăртнă тĕллевсене, хушнă ĕçсене яланах пурнăçлама тăрăшни пирки каларĕ. Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕ кашни ыйтăва тĕплĕн хуравларĕ, хăйне тĕл пулăва чĕннĕшĕн тав турĕ. Паян-ыран çар тумне тăхăнмалли каччăсене çĕр-шыва лайăх сыхлама хушрĕ тата çар тивĕçĕнчен пăрăнмалла маррине, аттесем, асаттесем пурнăçланă тивĕçе кашнийĕн тума тăрăшмаллине каларĕ.

Тĕл пулăва Анат Туçа ялĕн обществăлла канаш председателĕ В.Колпаков та хутшăнчĕ, сăмах илчĕ.

Т.КОЛПАКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика