13 марта 2009 г.
Алманчăсемшĕн çăварни эрнинчи юнкун, чăн-чăн ял уявĕ тата чиркÿ праçникĕ пулчĕ. Сăлтавĕ те пĕчĕк мар. Çав кун ял халăхĕ тин çеç кÿрсе килнĕ хĕвелпе çиçекен вĕр-çĕнĕ чансене хăпартнă çĕре йышлăн пухăнчĕ. Уява общественность представителĕсем, ял пуçлăхĕпе хуçалăх ер-тÿçисем, спонсорсем, тĕр-лĕ ялтан килнĕ хăнасем, чиркÿ çыннисем тата 7 священник хутшăнчĕç.
Малтанах çĕнĕ чансене кĕлĕ туса тасатрĕç, вара вĕсене Серафим атте Крещени шывĕпе сирпĕтсе тухрĕ. Турă ячĕпе сăвапларĕ. Ял çийĕн 7 чан сасси пĕрлешсе илемлĕн кĕ-вĕленсе юхрĕ. Çынсен чĕ-ринче савăнăçлă ырă туйăм çĕкленчĕ, пит-куçра хаваслăх çиçрĕ.
Чиркÿ настоятелĕ Серафим игумен пухăннисене уяв ячĕпе саламларĕ, çĕнĕ чансене туянма тата кÿрсе килме пулăшнă ял халăхне, спонсорсене сăваплă ырă ĕçшĕн тав турĕ, чан сасси пирĕншĕн яланах Турă çуртне, Турра мухтама тата çылăхран ÿкĕнме чĕнекен, кулленхи пурнăçра хавхалану кÿрсе пулăшакан, инкек-синкекрен, усал-тĕселтен хăтаракан хăватлă вăй пулса тăтăр, Турă ырлăхĕпе пиллĕхĕ пурин çинче те пултăр терĕ.
Часах хăватлă кран пулăшнипе чансене çÿле, кирлĕ вырăна хăпартса вырнаçтарчĕç. Ял çийĕн тепĕр хут çĕкленÿллĕ чан сасси янраса кайрĕ. Юлашкинчен уява килнĕ хăнасем ял музейĕнче чиркÿ тата ял историйĕпе паллашрĕç.
Л.ЛЯЛЬКИН.