18 марта 2009 г.
Ака кашни кун çывхарса килнине хĕвел систерсех тăрать, апла пулсан юлашки ĕçсене вĕçлеме те вăхăт. Кăçалхи яваплă тапхăра мĕнле ирттерсе ярасси, çитменлĕхсене пĕтересси пирки калаçма тата пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма агрономсем, инженерсем, бригадирсем тата фермер хуçалăх ертÿçисем райадминистрацин акт залне пуçтарăнчĕç.
Агроконференцине район пуçлăхĕн çумĕ, АПК предприятийĕсемпе хутшăну йĕркелекен пай начальникĕ М.Калмыков уçрĕ, ертсе пычĕ.
Районĕпе пĕлтĕр пĕтĕ-мĕшле пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 51497 тонна туса илнĕ, вăл шутран хуçалăхсенче – 46880, фермер хуçалăхĕнче – 3431, уйрăм хуçалăхра – 11864 тонна. Чи пысăк тухăç “Исток” (37,9 центнер), “Малалла” (35,1), “Красное знамя” (33,6), “Батыревский” (33,1), Ленин ячĕллĕ (30,6), “Звезда” (30,1), “Труд” (29,0), “Тойсинская” (29,0) хуçалăхсен тата улма-çырла питомникĕн (30,1).
Çĕр улми пурĕ 148200 тонна пухса кĕртнĕ. Гектартан вăтамран 263 центнер пулнă, виçĕмçул – 239.
Районти 15 хуçалăхра пĕр-чĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен тухăçĕ 25,2 центнертан пысăкрах пулнă, çав вăхăтрах “Сидели”, “Мир”, “Дуслык” хуçалăхсенче кăтартусем питĕ пĕчĕккĕ.
Кĕрхи культурăсене 2009 çула валли 4952 гектар е виçĕмçулхинчен 2496 гектар сахалрах акса хăварнă. Хуçалăх ертÿçисемпе тĕп специалистсен ку ыйтупа çине тăрса вăй хумаллине АПК предприятийĕсемпе хутшăну йĕркелекен пай специалисчĕ В.Алексеев палăртса каларĕ.
Районта кăçалтан “Патăрьел районĕнче 2009-2015 çулсенче тĕш тырă тата çĕр улми туса илессине аталантарасси” муниципаллă тĕллевлĕ программа ĕçлеме пуçлать. Программăна вăя кĕртме кашни хуçалăхăн тăрăшмаллине пĕлтерчĕ Владислав Иванович.
Ял хуçалăхĕнче хуть хăçан та техника пысăк вырăн йышăннă. Акана тухма машина-трактор тата агрегатсем мĕнле шайрипе АПК предприятийĕсемпе хутшăну йĕркелекен пай специалисчĕ И.Васильев паллаштарчĕ. Хальлĕхе пур çĕрте те яваплă тапхăра тĕплĕн хатĕрленнĕ теме çук. Техникăн 63-80 проценчĕ ĕçе тухма юрăхлă. “Хурçă утсен” 63 проценчĕ, груз турттаракан автомобильсен – 70, сеялкăсен – 80, плугсен 80 проценчĕ яваплă тапхăра хутшăнма хатĕр. Хăш-пĕр хуçалăхсем халĕ те хĕл ыйхинчен вăранман.
Çунтармалли-сĕрмелли материал та ака ирттерме çителĕксĕр хатĕрленĕ. Ку ыйтупа та паянах ĕçлеме пуçăнмалла.
Мартăн 15-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 15-мĕшĕччен ял хуçалăхĕнчи пур техникăна патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăларма планланă. Палăртнă кун тĕлне тракторсене тата ытти агрегатсене юсаса пĕтермеллине, çĕнĕ сăн кĕртмеллине, механизаторсене хатĕрлемеллине хускатрĕ Илья Вячеславович.
Ÿсен-тăран отраслĕнче ресурс перекетлекен çĕнĕ технологисемпе усă курасси пирки республикăри “Россельхозцентр” филиалĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн тĕп агрономĕ М.Сабируллин паллаштарчĕ. Тăкак курас мар тесен пурнăç таппинчен юлмалла маррине, пусă çаврăнăшне тытса пымаллине каларĕ.
Мĕн акатăн, çав шăтать, теççĕ халăхра. Пысăк тухăç илес тесен элита, суперэлита вăрлăхсемпе усă курма тăрăшмалла. Шел пулин те, хуçалăхсенче пулас тухăç никĕсĕ патне те тимлĕх сахал уйăраççĕ. Наука институтĕнчен “Красное знамя” тата “Жизнь” хуçалăхсем кăна çĕнĕ вăрлăхсем туяннă. Районта та вăрлăхпа ĕçлекен хуçалăхсенчен те илес текенсем сахалрах. Ака акмасăр иртмĕ, анчах мĕнле вăрлăхпа усă курăпăр; Çак шухăша тĕпе хурса калаçрĕ республикăри “Россельхозцентр” филиалĕн районти уйрăмĕн начальникĕ О.Глухов.
Ял хуçалăх культурисене тĕрлĕ чир-чĕртен сиплемелли мелсем пирки республикăри “Россельхозцентр” филиалĕн районти уйрăмĕн тĕп специалисчĕ В.Базманкин хускатрĕ. Çавăн пекех фермер хуçалăхĕсен ĕçĕ-хĕлĕ, умри тĕллевсем пирки Е.Мартышкин паллаштарчĕ.
Конференцинче “Батыревский” пĕрлешÿн тĕп агрономĕ Г.Ляллина çĕр улмине лартнă чухне усă куракан вăрттăнлăхсене каласа кăтартрĕ. “Первомайск” хуçалăхăн тĕп агрономĕ И.Киргизов пусă çаврăнăшне тĕрĕс те пĕлсе йĕркелесе пыни минераллă удобренисемпе сахал усă курнипех пысăк тухăç илме май пуррине пĕлтерчĕ.
О.ПАВЛОВА.