18 марта 2009 г.
Çуркуннен малтанхи уйăхĕнче çулленех Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи утарçăсен семинар-канашлăвĕ иртет. Çак йăлана кăçал та пăрахăçламарĕç. Унта АПК предприятийĕсем хушшинче çыхăну йĕркелекен пай начальникĕн çумĕ Г.Салмина, “Хурт-хăмăр ĕрчетес енĕпе ĕçлекен агентство” пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ, ял хуçалăх наукисен кандидачĕ Г.Максимов, кăнтăр районĕсемпе ĕçлекен зоотехник-утарçă Н.Пирожков, Шăмăршă вăрман хуçалăхĕн, çак районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци тата Патăрьелĕнчи зонăри ветлаборатори представителĕсем, хурт-хăмăрпа ĕçлекенсем хутшăнчĕç.
Г.Салмина районăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕпе, малашнехи тĕллевсемпе, уйрăмах хурт-хăмăр ĕрчетессипе, паллаштарчĕ. Н.Пирожков “ылтăн” хуртсемпе мĕнле ĕçлемелли, паянхи лару-тăру пирки каласа кăтартрĕ. Çавăн пекех вĕллесене вăрмана лартмашкăн арендăна лаптăк илмелли килĕшÿ, вĕлле хурчĕн çемйисен вилнин сăлтавĕсем çинчен те калаçрĕç.
Г.Максимов республикăра хурт-хăмăр ĕçĕ мĕнле йĕркеленсе пыни пирки чарăнса тăчĕ, аталану тĕллевĕсене палăртрĕ.
Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенче пурĕ 6 пин ытла вĕлле хурчĕ çемйи шутланать, Юхма тăрăхĕнче кăна 4379. Пирĕн районта ăратлă вĕлле хурчĕсемпе вăй хурасси патне тимлĕх сахал мар уйăраççĕ. Паян “Красное знамя” хуçалăхра среднерусски ăратпа ĕçлеççĕ. “Хастар” хуçалăх тата “Нектар” фермер хуçалăхĕ лицензи валли документсем тăратнă.
Кăçал обществăлла секторта çĕнĕ утарсем уçма палăртнă.
Мероприяти вĕçĕнче чи лайăх ăстасене дипломпа чысларĕç, çавăн пекех пĕр-пĕ-рин опычĕпе паллашрĕç. Икĕ района пĕрлештерсе йĕркеленĕ семинар-канашлу пуриншĕн те усăллă. Хумхантаракан ыйтусен хуравĕсене тупма, йăнăшсене тÿрлет-ме, ăстасен пĕлĕвĕпе тĕплĕн паллашма май пур.
О.ПАВЛОВА.