18 марта 2009 г.
Паянхи пурнăçра кирек мĕнле хак парсан та хальхи вăхăтра хамăра кĕсье телефонĕсĕр те, компьютерсăр та катăк туятпăр. Çак кăткăс техникăра тĕрлĕрен программăсем тăвас ĕçре çĕнĕрен те çĕнĕ ÿсĕмсем пур. Ку тĕлĕшпе Патăрьелĕнчи 17 çулхи Руслан Шакмаков чи ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Чăваш Енре паян унăн ятне ытахальтен çеç пĕлмеççĕ. Руслан компьютер вăййисем валли Патăрьел ялĕн карттине туса хатĕрленĕ. Çак вăйă ытамне çаклансан ялăн кашни урамĕпе, тăкăрлăкĕпе утса тухма пулать. Мĕнрен япăх ĕç;
Кĕскен Р.Шакмаковпа çывăхрах паллаштаратпăр. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта 11-мĕш класра вĕренет вăл. Чи юратнă предмечĕ – вырăс чĕлхи. Çапах та вăтам шкултан “5” паллăпа çеç вĕренсе тухнă хыççăн вăл Мускаври инженерла-физика институтне вĕренме кĕресшĕн. Ăнăçу сана, Руслан!