АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăх – пурлăх

18 марта 2009 г.

Çĕнĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта вĕрентекен О.Тукмакова çирĕм çул ытла ĕнтĕ кĕçĕн классенчи çамрăк ăрăва ăс-тăн пухма, пурнăçра пуçаруллă та маттур пулма вĕрентет.

Ольга Васильевна ĕçре тĕрлĕ педагогика технологийĕсене усă курать. Виçĕ çул вăл В.Ф.Базарный мелĕпе ĕçлет. Мĕнпе илĕртнĕ-ха çак мел пултаруллă та тăрăшуллă вĕрентекене;

– Юлашки вăхăтра ачасен сывлăхĕ лайăхланса мар, начарланса пырать. В.А.Сухомлинский каланă тăрăх, вĕренÿре ĕлкĕрсе пырайманнин 85: начар сывлăхлă пулнипе çыхăннă. Çавăнпа та çĕр-шыв, шкул, ашшĕ-амăшĕ умне пысăк тĕллев тухса тăрать: çитĕнекен ăрăва ăслă та тăнлă çеç мар, çирĕп те сывă çитĕнтермелле. Çавăнпа та эпĕ сывлăха çирĕплетекен педагогика технологийĕпе ĕçлеме тăрăшатăп, – ăнлантарать Ольга Васильевна.

Ку енĕпе вăл тĕрлĕ ĕç туса ирттерет. Тин шкула килнĕ ачана нумай вăхăт парта хушшинче хускалмасăр ларма, паллах, питĕ йывăр. Ашшĕ-амăшĕ туса пулăшнă парта çине лартнă тăрса çырмалли тайлăк çÿллĕ сĕтелсем (конторкасем) ачасене ларма та, тăма та май параççĕ. Çакă вĕренекенсен ура тĕрекне вăйлатать, çурăм шăммине тÿрĕ тытма пулăшать. Ура тĕпĕнче çыннăн пур организмăн зонисем те пур. Кавир çине çĕленĕ тÿммесем çинче ачасем ури тĕпĕсене массаж тăваççĕ. Çакă организма çирĕплетнисĕр пуçне ерекен чирсене парăнмасăр ирттерсе яма, тÿрĕ лапăллă ура тĕпĕсене тÿрлетме пулăшать. Уроксенче куç çивĕчлĕхне упраса хăварас тесе тренажерсем çакса хунă: юмахри, çут çанталăкри ÿкерчĕксем, эрешсем. Куçпа тĕллесе пĕр енчен тепĕр енне пăхса куçсене кантараççĕ ачасем. Телевизор, компьютер умĕнче ларнипе те куç пĕтнине асăрхаттарсах тăрать Ольга Васильевна. Час-часах юрлани вара сывлав çулĕсене лайăхлатать тата кăмăла хăпартать.

Кунсăр пуçне уроксенче физкультура минучĕсем, спорт ăмăртăвĕсем, экскурсисем, сывлăх урокĕсем иртеççĕ. Патăрьелĕнчи бассейна та шыва кĕме илсе çÿрет ачасене вĕрентекен. Уяв, вăйă, çул çÿрев урокĕсем – пуçламăш класс ачисене вĕренме илĕртмелли, вĕсен пуплевне аталантармалли паха майсенчен пĕрисем пулса тăраççĕ унăн. Ашшĕ-амăшне те пухусенче сывлăха çирĕплетмелли майсене вĕрентет вăл. Хăйĕн паха опычĕпе районти вĕрентекенсен семинарĕсенче, конкурссенче паллаштарать.

Районта педагогика технологийĕсене пурнăçа кĕртмелли чи лайăх модель суйласа илес тĕлĕшпе ирттернĕ конкурсра вăл иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ.

Л.КАЗАКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика