18 марта 2009 г.
Район прокуратури граждансен саккунлă ирĕкне, интересĕсене хÿтĕлес, вĕсен ыйтăвĕсене судпа шыраса парас тĕлĕшпе пысăк ĕç тăвать. Анчах та кунта çакна та шута илмелле. РФ граждансен процессуаллă Кодексĕн 1 пайĕн 3-мĕшпе 4-мĕш статйисемпе килĕшÿллĕн гражданла ĕçе çын хăйĕн саккунлă интересĕсене хÿтĕлеме суда ыйтупа тухсан çеç пуçăнаççĕ.
Енчен те гражданин хăйĕн сывлăхне кура, çулне пула е урăх сăлтавсемпе хăй суда ыйтупа тухаймасан, РФ ГПК 45 статйипе килĕшÿллĕн прокурор унăн саккунлă интересĕсене хÿтĕлесе суда ыйтупа тухма пултарать. Пайăрлă сăлтавсене пула вăл суда ыйтупа тухаймасан та РФ ГПКăн 1 пайĕпе килĕшÿллĕн прокурор гражданинăн ыйтăвне пăхмасăрах суда тухма тивĕçлĕ.
Район прокурорĕ çул çитейменнисене, ĕçлеменнисене, ватлăхпа, сывлăх хавшанипе хăйсен интересĕсене хÿтĕлейменнисене, ача çуралнипе çыхăннă тÿлевсене шыранипе, пурлăх тĕлĕшĕнчен йывăрлăха кĕрсе ÿкнисене пулăшса суда шыраса илмелли ыйтупа тухма пултарать. Кун пек чухне, паллах, кашни гражданинăн суд умĕнхи йĕркесене çирĕп пăхăнмалла.
Çĕр-шыври экономика кризисне пула йывăрлăха кĕрсе ÿкнисен интересĕсене саккунпа килĕшÿллĕн хÿтĕлес ĕçре те прокуратура хушма мерăсем йышăнĕ. Çавăнпа та ĕç укçине вăхăтра тÿлемесен, сăлтавсăр ĕçрен кăларса ярсан тата ытти пурнăç тата социаллă ыйтусене татса панă чухне йывăрлăх сиксе тухсан пирĕн пата ыйтупа килмелле. Пирĕн прокуратура Ленин проспектĕнчи 20 çуртра вырнаçнă. Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 6-25-49, 6-12-16, 6-17-51, 6-12-64.
В.ЯГУДИН,
прокурор тивĕçĕсене
туса пыраканĕ.