18 марта 2009 г.
Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕ Сăкăтри С. гражданинăн уголовлă ĕçне малтанласа тишкерсе тухрĕ. Ăна хăйсен ялĕнчи пĕр хĕрарăма вĕлеричченех хĕненĕшĕн айăплаççĕ.
Ĕç çапларах пулнă. С. гражданин 2008 çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнче, ÿсĕрскер, Д. гражданка хуçалăхне пынă. Крыльца çинчех хирĕçÿ пуçланă. Тавлашнă вăхăтра Д. гражданкăна пуçĕнчен çапнă. Лешĕ, тĕреке çухатса, урайне ÿкнĕ. С. гражданин правăна хирĕçле ĕçне малалла тăсса Д. гражданкăна пÿртне сĕтĕрсе кĕнĕ, тапа-тапа хĕненĕ. Йывăр сурансене пула Д. гражданка вилсе кайнă.
С. гражданина правăна хирĕçле ĕçшĕн РФ Уголовнăй Кодексĕн 4-мĕш пайĕн 111-мĕш статйипе айăплав кĕтет. Вăл 5-15 çул хушши ирĕкрен хăтарасси пирки калать.
В. КОННОВ, следстви пайĕн
ертÿçин ĕçĕсене пурнăçлаканĕ.