18 марта 2009 г.
Турхан участокĕнче Донор кунĕ иртрĕ. Канашри юн яракан станци тухтăрĕсем юн паракансене савăнса кĕтсе илчĕç. Донорсем хушшинче Турхан интернатĕнче, сывлăх сферинче ĕçлекенсем, колхозниксем, учительсем, пенсионеркăсем те пулчĕç. Шăхачран В.Моисеева, И.Сулагаева, О.Косьяненко, Аслă Чементи Н.Иванова, С.Кошелева, А.Сюзюкина хастарлăх кăтартрĕç. Шăхачпа Чемен ял тăрăхĕсенчен 60 çын ытла Донор кунне хутшăнчĕç. Çак кун 136 çын юн пачĕ.
А.КОЛЬЦОВ, çемье тухтăрĕ.