18 марта 2009 г.
Çапла калама сăлтавĕ те пур, мĕншĕн тесен Çĕньялти вăтам шкулта кунĕпех Геннадий Айхи сăввисем янăрарĕç.
Хаклă ентешĕмĕр пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнăранпа кăçал 3 çул çитрĕ. Ун ятне асра тытса кашни çулах пирĕн шкулта “Айхи вулавĕсем” конкурс иртет. Хальхинче вăл кÿршĕллĕ районсенчи шкулсене те йыхравларĕ. Çакна та палăртма кăмăллă: поэзие юратакансен йышĕ те нумайланса, çулĕ те çамрăкланса пырать. Пурĕ 100-е яхăн ача виçĕ номинацире тупăшрĕ: “Айхи сăввисем”, “Айхи куçарăвĕсем”, “Автор сăввисем”. Кĕçĕн класра вĕренекенсем те Айхин “йывăр” текен поэзи тыткăнне путни ун пултарулăхĕн вилĕмсĕрлĕхне çирĕплетет. Ку ушкăнра Н.Максимова (Нăрваш Шăхаль шкулĕ – 4-мĕш класра вĕренекен), К.Арланов (Кивĕ Ахпÿрт), Е.Калдырмина (Турхан) çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç.
Аслă ушкăнра М.Рыбкина (Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкул), А.Андреева (Ишлĕ), Е.Маркизова (Çĕньял) тата М.Самделова (Аслă Чемен), Ю.Кулакова (Ыхра Çырми) чи маттуррисем пулчĕç. Çăмăл пулмарĕ, паллах, жюри членĕсене. Кашниех тăрăшуллă, чунне парать. Ева Николаевна Лисина кăçал çĕнтерÿçĕсене паха парнепе савăнтарчĕ: Геннадий Айхин “Çырнисен пуххин” тин çеç пичетленсе тухнă I томне илсе килнĕ.
Шкулти Айхи музейĕ экспонатсемпе пуянланчĕ, хăнасем музейра нумай çĕннине пĕлчĕç, мĕншĕн тесен унăн заведующийĕ А.Антонов яланах шыравра.
Кунĕпех ăш пиллĕ калаçу юхрĕ. Залра ларакансем Айхи пурнăçĕ тăрăх хатĕрленĕ презентаципе паллашрĕç, Çĕньялти вăтам шкулта вĕренекенсем “Пирĕн Айхи” композиципе саламларĕç, илемлĕ юррисемпе савăнтарчĕç.
Ентешĕмĕрĕн тăванĕсемпе çывăх çыннисем, юлташĕсем унăн вил тăприйĕ çинче пулса пуç тайрĕç.
М.МАДЮКОВА.