18 марта 2009 г.
Пăлапуç Нурăс ялĕнче çуралса ÿснĕ Алексей Рогожин хăйĕн пурнăçне пĕтĕмпех мордва халăхĕпе çыхăнтарнă: аслă пĕлÿ илнĕскер Саранскри педучилищĕре вĕрентнĕ, сăвăсем те çырнă. Вăл тăрăшнипех чăвашсен вилĕмсĕр поэчĕн К.В.Ивановăн “Нарспи” поэмине мордва халăхĕ паянхи кун та киленсе вулать. Шел, ĕмĕрĕ кĕске пулнă ентешĕн, вăр-çăран таврăнайман.
Нумаях пулмасть Йĕпреç районĕнчи Ирçе Çармăсри вăтам шкулта А.В.Рогожин çуралнăранпа 100 çул çитнине анлăн паллă турĕç. Ентеше сума суса Саранск хулинчен те хăнасем çитнĕ. Малашне Ирçе Çармăсри библиотека та Алексей Владимирович Рогожин ячĕпе хисепленсе тăрĕ.
В.ЗАЙЦЕВ. Ишлĕ ялĕ.