21 марта 2009 г.
Районта тракторсене тата прицепсене патшалăх тĕрĕ-слевĕ витĕр кăлармалли тапхăр мартăн 15-мĕ-шĕнчен пуçласа апрелĕн 15-мĕшĕччен пырать. Çа-вăн пекех хуçалăхсенне тĕрĕсленĕ вăхăтра ял тăрăхĕнчи уйрăм çынсен техникисене те хаклĕç. Районти Гостехнадзор инспекцийĕн начальникĕ А.Думилин пĕлтернĕ тăрăх, “хурçă утсене” тата çаклатмалли хатĕрсене тĕрĕслев витĕр кăларнă çĕрте çĕнĕлĕхсем çук. Юсанисĕр, сăрланисĕр пуçне пур документ та пулмалла. Механизаторсен те тракторпа çÿреме юранине ĕнентерекен документ юнашар кирлĕ.
Техникăна патшалăх тĕ-рĕслевĕ урлă çулталăкра пĕрре кăлармаллах, çавăнпа та акана тухиччен пурне те юсавлисен ретне тăратассишĕн тăрăшмалла.
(Хамăр корр.).