21 марта 2009 г.
Мартăн 18-мĕшĕнче районта Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Унăн теми: “Чăваш Республикинчи ĕç тăвакан тата хăйтытăмлăх органĕсен çур акине хатĕрленсе ирттермелли тĕллевĕсем; республикăри халăха ĕçпе тивĕçтерес тĕлĕшпе йышăннă хушма мерăсем çинчен”.
Черетлĕ информаци кунне Чăваш Республикин Çыхăну тата информатизаци патшалăх комитечĕн председателĕ С.Захаров, “Советская Чувашия” патшалăх унитарлă предприятийĕн генеральнăй директор-тĕп редакторĕ А.Соловьев, республикăри халăха ĕçпе тивĕçтерекен Патшалăх службин ертÿçин çумĕ С.Иванова, республикăри тарифсемпе ĕçлекен службăн ертÿçин çумĕ В.Гаврилов хутшăнчĕç.
Район пуçлăхĕ Н.Глухов информаци кунне ертсе пынă май кун йĕркинчи ыйтусемпе пирĕн районта мĕнлерех лару-тăру пулнипе паллаштарчĕ. АПК предприятийĕсемпе хутшăнусем йĕркелекен пай пуçлăхĕ М.Калмыков ака-суха умĕнхи ĕçсем мĕнле пыни çинчен каласа пачĕ:
– Пирĕн паянхи тĕп тĕллев – халăха çĕр çинче ĕçлеме, тупăш илнĕ продукцирен укçа-тенкĕ туса пурнăçа сыпăнтарса пыма май туса парасси, – терĕ вăл хăйĕн сăмахĕнче. Ун хыççăн çур акине хатĕрленсе паянхи кун районта ĕçсем мĕнлерех пынипе паллаштарчĕ.
Кăçал районĕпе ака-сухана ирттерсе яма 3750 тонна вăрлăх, тăватă пин тонна ытла удобрени, 20 тонна ядохимикатпа тĕрлĕрен им-çам, 700 тонна дизель топливи, 100 тонна автобензин, 35-40 тонна дизель çăвĕ кирлĕ. Районĕпе янтăланă вăрлăхсен 75 проценчĕ кондициллĕ.
Удобренисем кÿрсе килессипе вара йывăрлăхсем пур. Ку таранччен ăна çуррине яхăн çеç хатĕрленĕ-ха. Вăл шутра хăш-пĕр хуçалăх ăна çĕр проценчĕпех хатĕрленĕ, теприсем вара пĕр килограмм та кÿрсе килмен. Районта çур акине хутшăнакан техникăсенчен тракторсем 70, сеялкăсемпе культиваторсем 90 процент ака ĕçне хутшăнма хатĕр.
Тĕнче шайĕнче кĕрлекен кризис ял хуçалăх отрасльне те тĕкĕнмесĕр хăвармĕ. Апла пулин те кăçал мĕн пур майсемпе усă курса хуçалăхсенче 85 миллион тенкĕлĕх техника туянасшăн, 2008 çулта ăна 65 миллион тенкĕлĕх илнĕ.
Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен Патшалăх службин ертÿçин çумĕ С.Иванова укçа-тенкĕпе тухса тăнă йывăрлăхра халăха пулăшас тĕллевпе хушма мерăсем йышăннă пирки каласа пачĕ. 1996 çулта çакнашкал йывăрлăх “серепине” 46 пин çын çакланнă. Ун чухне ĕçсĕр юлнисене 18-шар уйăх пособи те тÿлеймен. Паян вара пирĕн республикăра ĕçсĕр юлнисем 19 пине яхăн. Çак йывăрлăха парăнтарас, ĕçсĕррисен шутне чакарас тĕллевпе ятарлă программа туса хатĕрленĕ. Вăл тĕпрен илсен темиçе енĕпе ĕçлĕ: çынсене кĕске вăхăтлăха вĕрентессипе, вăхăтлăх ĕç вырăнĕ тупассипе, диплом илнĕ студентсене хăйсен специальноçĕпе вырнаçтарассипе тата ытти те. Çаксене пурне те вырăнсенче кирлĕ пек усă курмалла, халăха ăнлантармалла.
Информаци кунĕнче район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов ертсе пыракан ушкăн “Авангард” хаçат редакцинче пулса журналистсемпе полиграфистсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ, Канашри ЭТУС-ăн линипе техника цехĕнче, ЧПУн Патăрьелĕнчи филиалĕнче, професси училищинче те кун йĕркинчи ыйтусемпе уçă калаçу йĕркелерĕ.
А.ЕГОРОВА.