АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суту-илÿ тума чармаççĕ, йĕркене пăхăнма ыйтаççĕ

21 марта 2009 г.

Хальхи вăхăтра кĕсьере укçа-тенкĕ пулсан строительство таварĕсене туянас тесе нушаланса çÿремелле те мар. Калаçса татăл та, кирлĕ япалуна хапха умне килсех параççĕ. Керамзитран тунă блоксене, тĕрлĕрен кирпĕче те çаплах туянма пулать. Паллах, хăвăн çаврăнăçулăху çитсен, хут йĕркине çирĕп пăхăнсан суту-илÿ тума никама та чармаççĕ. Патăрьелĕнчи пасартан аякра мар çул хĕрринчех стройматериал тиенĕ автомашинăсем умлă-хыçлă лараççĕ. Пасар кунĕсенче, ытларикунпа эрнекун, вĕсем пушшех йышлă. Анчах та Патăрьел ял тăрăх депутачĕсен йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн суту-илÿ тума уйăрнă вырăн кунта мар, унчченхи ПМК картишĕнче. Çавăнпа та Чăваш Республикинчи административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан саккунри 17 статьяпа килĕшÿллĕн ятарлă уйăрман вырăнта никамăн та сутă тума юрамасть. Çак сăлтавпа иртнĕ адмкомиссинче пилĕк çынна айăпласа штраф панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика