21 марта 2009 г.
Патăрьел тăрăхĕнчен сахал мар паллă çыравçă тухнă. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри тĕнче шайĕнче те палăрнă.
Алексей Филиппович Талвир (Башкиров) совет тапхăрĕнчи литература аталанăвĕнче паллă йĕр хăварнă талантлă писательсенчен пĕри. Автор романĕсемпе повеçĕсенче, калавĕсенче çĕр ĕçченĕн пурнăçне ытларах сăнланă. Çавăнпа та А.Талвирăн произведенийĕсем чылай çынна çывăх. Ахальтен мар ĕнтĕ унăн творчествине чăвашсемпе вырăссем çеç мар, акăлчан, француз, нимĕç, пăлхар, чех критикĕсем те пысăка хурса хак панă.
Юбилей кунĕсенче эпĕ, пин-пин вулакансенчен пĕри, ун çинчен хам мĕн ас тунине вулакан патне çитересшĕн. Манăн тăван ялăм та Патăрьелех-çке. Алексей Филипповичпа вара эпĕ кĕтмен çĕртен 1960 çулта паллашрăм. Шкулти юлташăм П.Евсеев пĕррехинче мана хăйпе А.Талвирсен тăванĕ патне хăнана чĕнчĕ. Питĕ ăшшăн кĕтсе илчĕç вĕсем пире, пылпа, панулмипе сăйларĕç. Чей ĕçнĕ чухне шăпах Алексей те пирĕнпе пĕрле пулнă иккен. Кайран эпир пуян сад пахчинче Алексей тетĕшĕ вăрçăран илсе килнĕ машина çинче чун каниччен “вăрçăлла” вылярăмăр. Петя юлташăм Талвирăн амăшĕн тăванĕ пулнăран, кайран та эпир унта час-часах кайса çÿреттĕмĕр. Писателĕн ашшĕпе амăшĕ, Филипп Ивановичпа Феодора Евсеевна, питĕ ырă кăмăллă, сăпайлă çынсемччĕ. Вĕсем 1970 çулта хисеплĕ ватлăха çитсе вилчĕç. Паллах, ача чухне эпĕ хам Талвир çыравçăсем патне çÿренине те пĕлмен, мĕншĕн тесен вĕсем Башкиров хушаматпа çÿренĕ. Каярахпа çеç Талвир псевдонимлă писателĕн кĕнекисене краççын лампипе ларса çĕрĕ-çĕрĕпе киленсе вулаттăм. Ун чухнех питĕ килĕшетчĕç мана унăн произведенийĕсем.
Эпĕ вăтăр çул ытла тухтăрта ĕçлетĕп пулин те А.Талвир писатель кăсăкланнă пекех пăлхар-чăвашсен авалхи историне тĕпчетĕп. Сăмахран, хамăрăн Табаковсен йăхне 10 сыпăк таран тĕпчесе тупрăм. Ку вăл 300 çула яхăн каяллахи пурнăç йĕрĕ.
Башкировсем пирĕн Аслă Патăрьелĕнче çуралнине çырса пымалли кĕнеке тăрăх 1910 çулхи апрелĕн 28-мĕшĕнче тупăннă. Ун чухне 19 çулхи Николай Иванович Анат Тăрмăшĕнчи Дмитрий Сидорович хресчен хĕрĕпе, 16 çулхи Марфапа, венчете тăнă. Николай Иванович вара А.Талвирăн ашшĕпе пĕр тăван пиччĕшĕ пулнă.
Филипп Иванович революцичченех Патăрьелĕнче чи ăста тимĕрçĕ, механик пулнă. Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăнса хастар пулеметчик пулнăшăн вăл кĕмĕл медаль илме тивĕçнĕ. Анчах та йывăр выçлăх çулĕсенче ăна çăнăхпа ылмаштарма тивнĕ.
А.Талвирăн аслашшĕн, Иван Трофимовичăн, тĕп çурчĕ К.Маркс урамĕнче пулнă. Писатель çурални вара – паянхи Советсен урамĕнчи 17-мĕш çурт.
Çĕр çулхи юбилей, паллах, пысăк паллă. Çапах та çак ятпа хамăр ентешĕмĕре район администрацийĕ, Чăваш Ен писателĕсен Союзĕ, наци музейĕ, культура министерстви тăрăшса чыс тăвасса шанас килет. Музей çуртне уçсан та питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ун валли паха материалсем пуçтарма пулать. Кунтах Патăрьел ялĕн пуян историйĕ валли те ятарлă кĕтес уçма май пур. Çакă вăл хамăрăн халăхпа, ентеш-писательпе мăнаçланни пулĕ.
В.ТАБАКОВ, врач,
Раççей журналисчĕсен
Союзĕн членĕ.