АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Пурнăç кăлăх пулмасассăн, вилсен те пурăнать этем»

21 марта 2009 г.

«Пурнăç кăлăх пулмасассăн, вилсен те пурăнать этем», –

тенĕ чăваш халăх поэчĕ В.Митта. Çак сăмахсене чăваш халăх писателĕ Алексей Филиппович Башкиров-Талвир çинчен каланă пекех туйăнать. Пурăннă пулсан вăл паян 100 çул тултаратчĕ. Ас тăватăп-ха, шăп 20 çул каялла, ентеш çуралнăранпа 80 çулне паллă тунă чухне вăл çуралса ÿснĕ çурчĕ çине Асăну хăми çирĕплетнĕччĕ. Çанталăк хĕвеллĕччĕ, халăх та йышлă пуçтарăннăччĕ Патăрьелне. Шупашкартан писательсемпе поэтсем, профессорсем, вĕрентекенсем, районти организаци-предприятинче ĕçлекенсем ентеше аса илсе ăшă сăмахсем каланăччĕ.

Паллă писатель ятне халăх асра тытать. Патăрьелĕнче тата Шупашкарта Талвир ячĕллĕ урамсем пур. Патăрьелĕнчи иккĕмĕш номерлĕ шкул та унăн ячĕпе хисепленсе тăрать. Чăвашсен обществăпа культура центрĕ çыравçă ячĕпе литература премийĕ çирĕплетнĕ.

Пулас писатель хресчен çем-йинче çуралса ÿснĕ. Çамрăклах ĕçе кÿлĕннĕ. Аслă Арапуçĕнчи шкулта вĕреннĕ вăхăтрах сăвăсем, калавсем çырнă, хастар ялкорсенчен пĕри пулнă.

1930 çулта çамрăк каччă Мускав университетне вĕренме кĕрет. Çарта пулать, тĕп хулара тухса тăракан хаçатсенче вăй хурать.

Вăрçă хыççăн Алексей Талвир вуншар калав-повеçрен тăракан кĕнекесем кăларать. Унăн геройĕсем тĕрлĕ професси çыннисем: пĕрисем хайлавсенче тăтăшрах тĕл пулаççĕ, теприсем – сайрарах. Час-часах курăнаканнисем вĕсем – автор лайăх паллакан, пĕлекен специалистсем. Ку ахальтен мар ĕнтĕ. Писатель мĕн ачаран слесарĕн йывăр та пархатарлă ĕçне, унăн терчĕпе илемне курса ÿснĕ. Алексей Филипповичăн ашшĕ, Хĕлип тете, таврари чи ăста та пултаруллă маçтăр, платник, ăста тимĕрçĕ пулнă. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна 1915 çулта Шупашкар çывăхĕнчи “Дружина” компани пăрахутне тÿрлетме тăранттаспах килсе илсе кайнă. Темиçе маçтăр та тÿрлетеймен пăрахута Хĕлип тете икĕ сехетренех ĕçлеттерсе ярать. Ачисем те ашшĕн ăсталăхне малалла тăснă: Элек-çейсĕр пуçне виçĕ ывăлĕ инженер профессине алла илнĕ.

Алексей Талвир çырнă “Пăва çулĕ çинче” (1954 ç), “Никĕс” (1965 ç), “Вăрçăччен, вăрçăра, вăрçă хыççăн (1969 ç), “Атăл тăрăх çил вĕрет” (1972 ç), “Эсĕ инженер пуласшăн” (1952 ç) кĕнекисем пирĕн библиотекăра тĕплĕн упранаççĕ. Вулакансене те вĕсемпе тирпейлĕ, асăрхануллă пулма ыйтатпăр, мĕншĕн тесен тепĕр хут пичетленесси те паллă мар, пичетлесен те малтанхи кĕнекесене алла тытса вулани хаклăрах.

Унăн произведенийĕсене пăхса тухсан писатель пурнăç уттипе утнине, самана сывлăшĕпе сывланине, Тăван çĕр-шыв пуласлăхĕшĕн тăрăшнине витĕр туйса илетĕн. Н.МАЗЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика