25 марта 2009 г.
Пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче тĕп хулари К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи театрĕнче Чăваш наци конгресĕн VII Аслă пухăвĕ ĕçлерĕ. Çиччĕмĕшне, чăвашшăн чи сăваплă хисеп шутланаканнине, Раççейĕн 26 регионĕнчи 650 ытла йăхташ хутшăнчĕ. Унсăр пуçне чикĕ леш енчи ултă çĕр-шывран делегатсем килнĕ. Сумлă хăнасем те чылайăн пулчĕç: ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ М. А.Михайловский, Раççей халăхĕсен Ассамблейин ертÿçи Р.Г.Абдулатипов, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Раççей Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ, çĕр-шыври чăвашсен наци культура автономийĕн ертÿçи Г.С.Федоров, ЧР Культура министрĕ Р.М.Лизакова, ЧР Вĕрентÿ министрĕ Г.П.Чернова, Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ Г.Н.Волков академик тата ытти паллă йăхташсем.
Кун йĕркинче çак ыйтусем пулчĕç: Чăваш наци конгресĕн президенчĕн Г.Н.Архиповăн “Икĕ Аслă пуху хушшинче туса ирттернĕ ĕçсем тата малашлăх тĕллевĕсем çинчен” доклачĕ, “2010 çулта Пĕтĕм Раççейри халăх Çыравĕ ирттересси çинчен”, “Чăваш наци конгресĕн Уставне улшăнусем кĕртесси çинчен” çум докладсем, делегатсем тухса калаçни.
ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров хăйĕн сăмахĕнче патшалăх политикинчен пĕри наци ăс-хакăлне упраса хăварасси пулни пирки палăртрĕ. Çавна май республикăра ку енĕпе мĕнле ĕçсем туса ирттернине каларĕ. Николай Васильевич чăваш ялне упраса хăварас тĕлĕшпе пурнăçланакан программăсене те аса илчĕ. Çут çанталăк газĕ, çемье врачĕн офисĕсем, тĕслĕх вулавăшĕсем, асфальт сарнă çулсем пирĕншĕн çĕнĕлĕх пулма пăрахрĕç ĕнтĕ. Тата çĕнĕ тĕллевсем тăраççĕ умра. Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ тесе палăртни те çакăнпах çыхăннă пулĕ.
Г.Н.Архипов доклачĕ пирки мĕн калама пулать-ха; Конгресс мĕн туни, ĕçлени – куç умĕнче. Мĕн пуррине пытараймăн. Анчах тата хăш енĕпе ытларах вăй хумалла-ха; Пире мĕн çывăхлатать, пĕрлештерет; Чĕлхе. Ăна упраса хăварас тĕлĕшпе, чĕлхесĕр халăх пулса юлас марччĕ тесе ĕçлемелле. Çапла тума вĕрентÿ ĕçне вăйлатни, наци регион компоненчĕсене каялла тавăрни пулăшĕччĕ.
Раççей халăхĕсен Ассамблейин ертÿçи Р.Г.Абдулатипов хайĕн общество майĕпе ĕçлекен организацийĕн ĕç-хĕлĕ тата чăваш халăхĕн пĕлтерĕшĕ пирки чарăнса тăчĕ.
– Çитес çул – Çырав, – терĕ Р.Абдулатипов. – Тахçан Раççейре 800 ытла халăх теттĕмĕр. Вĕсене тĕрлĕ майлă пайласа тухса 165 çеç хăварчĕç. Шухăшласа пăхăр-ха: çавăн чухлĕ культура, пуянлăх кризиспа кĕрешмелли тĕслĕх. Эпĕ вара Чăваш Енре кризиса кĕрес шухăш пуррине туймарăм. Эпĕ – авар çынни, анчах пирĕн йăхсем пĕр кăкран тухнă. Пурнăçра чи хăрушши экономика, финанс кризисĕ мар, халăхсен ăс-хакăл кризисĕ, халăх традицийĕсене çухатса пыни. Апла пулас мар тесен хамăр хастарлăха ÿстермелле, çине тăрса ĕçлемелле.
Р.Г.Абдулатипов чăваш халăхĕн пархатарлă ĕçĕ умĕнче пуç тайса ЧР Президентне Н.В.Федорова Ассамблейăн медалĕпе наградăларĕ.
Г.Н.Волков академик шучĕпе, ЮНЕСКО халăхсен пĕтес хăрушлăх пур пирки “чан çапни” чăн чăвашсене пырса тивмест. “Чăваш пулса çитейменнисем çеç кайĕç, хăватлисем, маттуррисем юлĕç. Малашлăха ĕненетĕп, ăна сире курса шанатăп”, – терĕ вăл.
Съездра çавăн пекех Чăваш наци конгресĕн президентне те суйланă. Ертÿçĕ пулма Геннадий Архипова хăйнех шаннă.
Н.СМИРНОВА.