25 марта 2009 г.
Табак туртасси Раççейре анлăн сарăлнă. Çакăн кăтартăвĕсем Раççей Президенчĕ Д.Медведев палăртнă тăрăх, тĕнчере те чи пысăккисен шутĕнче. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров та табак туртнине хирĕç кĕрешмелли пирки асăрхаттарсах тăрать.
Пĕтĕм Раççейри “Наци сывлăхĕн пĕрлĕхĕ” обществăллă организаци пуçарнипе 2008 çулхи августăн 13-мĕшĕнче нацин “Раççей – табака хирĕç” обществăллă проекчĕ старт илчĕ. Унăн тĕллевĕ – табак туртнине хирĕçле ал пустару йĕркелесси. Сăмах май каласан, çак наци проектне ырласа алă пустарассипе Чăваш Ен Раççейре виççĕмĕш вырăнта пырать. Чăваш Ен волонтерĕсем 70 пин ытла çынна алă пустарнă.
Чăваш Республикинчи халăхăн 40 проценчĕ табак изделийĕсем туянать. Туртакансен шучĕ уйрăмах хĕрарăмсем, ачасемпе çамрăксем çак сиенлĕ йăлапа çыхăннипе ÿссех пырать.
Статистика çирĕплетнĕ тăрăх, Раççейри шкул ачисен 31,25 проценчĕ туртать. Чăваш Республикинче ку кăтартусем арçын ачасем енĕпе 15 процент, хĕр ачасем енĕпе – 10,7. Туртма пуçласси Раççейре вăтамран 8 çултан, Чăваш Енре 11 çултан тытăнать. Пулас амăшĕсен 50-а яхăн проценчĕ пирус-сигарет енне туртăнни шухăшлаттарать.
“Эпĕ, эсĕ тата вăл: эпир – сывлăхлă çĕр-шыв” проекта пурнăçланă май “Чăваш Ен” фонд республикăра сывă пурнăçшăн тăракан ирĕклĕ пĕрлешÿсен 35 ресурс центрне, 74 волонтер командине туса хучĕ. Фондăн “Чăваш Ен – табаксăр!” проекта Пĕтĕм Раççейри “Наци сывлăхĕн пĕрлĕхĕ” обществăллă организаци ырларĕ, ăна пурнăçа кĕртме 1800 пин тенкĕ грант уйăрчĕ. Унпа тĕрлĕ мероприяти ирттерме усă кураççĕ.
“Чăваш Ен” фондăн “Чăваш Ен – табаксăр!” проекчĕ 2009 çулхи мартăн 1-мĕшĕнче старт илчĕ. Çавна май Патăрьелĕнче пурăнакансем Сывлăх кунне ирттерчĕç. Унта халăх йышлăн хутшăнчĕ. Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулăн ресурс центрĕнчи волонтерсен команди те тухрĕ. Вăл икĕ ушкăна уйрăлса ĕçлерĕ. Пĕри “Раççей – табаксăр!” акци енĕпе Патăрьелĕнче тата ăмăртăва хутшăннисем хушшинче алă пустарса çÿрерĕ. “Сигарета – çук!” проспектсем валеçрĕ, сигарета конфетпа улăштарчĕ, эстафетăра тупăшрĕ. Çак кун 338 çынна алă пустарнă, А.Ильина вара – 100 çынна.
Волонтерсен иккĕмĕш ушкăнĕ Патăрьелĕнчи культурăпа кану паркĕнче кĕçĕн тата вăтам классенче вĕренекенсемпе “Сывлăх формули” вăйă ирттерчĕ. Ăна Сывлăх кунне тата çăварни уявне халалларĕç. Вăйă вăхăтĕнче командăсем 8 станци витĕр тухрĕç: “Вутă йăт”, “Пирĕн туслă çемье”, “Икерчĕ çинче ярăнасси”, “Хăвăрт утакан атăсем”, “Автансен çапăçăвĕ”, “Хĕлле пересси”, “Лашапа ярăнасси”, “Михĕпе чупасси”. Кашни станцире пулса ачасем ыррине нумай пĕлчĕç, ăша хыврĕç. Ку уява шкулти 300 ытла вĕренекенпе учитель хутшăнчĕ.
Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулти волонтерсен команди пурне те сывă пурнăç йĕркишĕн, табак туртнине хирĕç кĕрешме чĕнет.
Е.КРАСНОВА,
волонтерсен
командин ертÿçи.