АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентеш парнисемшĕн

25 марта 2009 г.

Аслă Чемен ял тăрăхĕнче спорта питĕ пысăк тимлĕх уйăрнине хаçата вулакансем, районта пурăнакансем пĕлеççех ĕнтĕ. Кунти спортсменсем районта, республикăра иртекен ăмăртусенче час-часах мала тухаççĕ. Кăçал кĕрешсе С.Миронская иккĕмĕш хут Раççей чемпионки пулнине, Америкăри Лас-Вегасра марафонта чупса Н.Туптова 2-мĕш вырăн йышăннине пĕлсен тата мĕнлерех хĕпĕртерĕ ял-йыш!

Ялта спорт ăмăртăвĕсем тăтăшах иртеççĕ. Акă, январь уйăхĕнче çеç депутатсен округĕсем хушшинче спартакиада пулчĕ. Çавăн пекех каратэ енĕпе икĕ хут тĕнче чемпионĕ Н.Алешев парнисемшĕн йĕл-тĕрпе чупса йăлана кĕнĕ ăмăрту иртрĕ.

Чи малтанах старта “Хунав” ача садне çÿрекенсем тухрĕç. Кунта Д.Сидуков чи маттурри пулчĕ. Кĕçĕн классенче вĕренекенсенчен А.Яппарова, С.Макаров, Ф.Антонов тата К.Иванова палăрчĕç. Вăтам классенче вĕренекенсенчен А.Макарова, А.Кудряшов, Ф.Яппаров, В.Фролова çĕнтерÿçĕсен ятне илчĕç. Аслă классенчи арçын ачасенчен Ю.Шапанова çитекен пулмарĕ. А.Медведевăпа М.Макарова вара ялта çеç мар, районта та малтисен йышĕнче. “Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2009” ăмăртура та вĕсем иккĕшĕ те пĕр пекех вăхăт кăтартса пĕрремĕш тухма пултарчĕç. 5 район хушшинче иртнĕ ăмăртура вара Настя 2-мĕш, Марина 3-мĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Малалла старта 17 çултан иртнисем тухрĕç. Кашни ушкăнра чи лайăх вăхăт кăтартакансем Э.Тимошкина, А.Яганов, С.Медведев, К.Капитонова, А.Яппарова, Н.Васильев, М.Тарасова, Г.Медведев, П.Макаров, Гаврилпа Марина Медведевсем, З.Алешева, Л.Матюшкин тата Л.Медведева пулчĕç.

Б.Сюзюкин 71 çултине пăхмасăрах йĕлтĕр йĕрĕ çине тăрса тĕлĕнтерчĕ. Кашни çулах хаваспах хутшăнать вăл çак ăмăртăва. Йĕлтĕрсене хывсан, пурте шкулта пуçтарăнчĕç, концерт курса киленчĕç. Юлашкинчен ял пуçлăхĕ Г.Медведев ăмăртăва пĕтĕмлетрĕ.

Çемйисемпех хутшăннă Капитоновсене тата Медведевсене ял кураторĕ, Патăрьелĕнчи ДРСУ тĕп инженерĕ В.Романов тортсем парса хавхалантарчĕ, “Чи активлă депутат округĕ” ята Туптов урамĕ (депутачĕ П.Антонов) çĕнсе илчĕ. 5-мĕш класс – “Чи активлă класс”, “Чи хăвăрт чупакан” ята А.Медведевăпа М.Макарова тата Ф.Яппаров тивĕçрĕç.

Н.Алешев хăйĕн вĕренекенĕсемпе Саратов хулинче ăмăртура пулнă пирки килеймерĕ. Апла пулин те вăл мала тухнисем валли медальсемпе дипломсем хатĕрленĕ.

Н.КОШЕЛЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика