25 марта 2009 г.
“Звезда” ял хуçалăх кооперативĕн иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетсе ирттерекен пухăвĕнче ĕçре малта пыракансене чыслассине те тĕпе хучĕç. Район администрацийĕн агропромышленность комплексĕн предприятийĕсемпе хутшăнусем йĕркелекен пайĕн тĕп зоотехникĕ Г.Салмина Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине кооперативăн сысна фермин заведующине пани çинчен пĕлтерсен залри халăх алă çупса ячĕ. З.Плешкова вара сцена çине именчĕклĕн çеç тухрĕ. Эх, чăваш хĕрарăмĕ. Ытла та сăпайлă мар-и-ха эпир; Фермăра пĕр-пĕр выльăх-чĕрлĕх пăхакан ĕçе пырайман вăхăтра çурăм çине тулли михĕ пусыпка çавăрса хурса йăтнă чухне çеç пуçа каçăртать Зоя Витальевна. Чыса ĕçпе çĕнсе илнĕ чухне апла мар. Çакна пухура ларнă кашни çын çирĕплетме пултарать.
Алманчă хĕрĕ, Анат Туçа кинĕ З.Плешкова. Пурнăçне фермăпа çыхăнтарни чылай ĕнтĕ. Малтан кунта свинаркăра ĕçленĕ. Пултарулăхне кура ăна вăл вăхăтри хуçалăх ертÿçи В.Платонов ферма коллективне ертсе пыма шаннă. Яваплă ĕçе пуçăнма çăмăл пулман. Юлташĕсем те хистесех ертÿçĕ тивĕçне кÿлĕнме ыйтнă. Паян вара коллективăн сысна ферми пирки лайăххине çеç калама пулать. Иртнĕ çул кашни тĕп амана пĕр хутчен çăвăрлаттарнă чухнех кунта 11,1 çура илнĕ. Районти вăтам кăтарту 9 çурапа танлашать. Тĕрĕслемелли амасем пĕр хут çăвăрласа 7,8 çураллă пулнă. Районти кăтартуран каллех 2,2 çура чухлĕ пысăкрах.
Кашни 100 ама пуçне 1738 çура тухать кооперативра. Çакă та районти чи пысăк кăтарту пулнине çирĕплетет Г.Салмина.
Çура илнĕ май, аш-какай туса илесси ÿсет. В.Нурсова самăртакан ушкăнри выльăхсем иртнĕ çул талăкра вăтамран 472-шер грамм ÿт хушса пынă. Районти кăтарту 247 грампа танлашать. Çÿлерех асăннă цифрăсемех хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх тытасси тупăш кÿнине çирĕплетеççĕ. Çакăнта Зоя Витальевна ферма заведующийĕн тÿпи пысăк пулни каламасăрах паллă. Ертÿçĕ вара çитĕнĕве коллективра курать. Ахальтен мар кадрсен улшăнăвĕ çукпа пĕрех кунта. В.Нурсова хăех пысăк ушкăн сысна самăртрĕ. Г.Суркова çура илнĕ çĕрте мĕн шкултан вĕренсе тухнăранпах ĕçлет. Ферма сукмакне такăрлатма пуçăнни 30 çултан та иртрĕ. Выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕре мăшăрĕ явăçни те пулнă Зоя Витальевнăн. Хăш-пĕр чухне ывăлне ферма илсе кайнине те пытарма кирлĕ мар.
Тупăшĕ кĕмесен тÿлевĕ пулмасть. Тÿлевĕ пулмасан ферма çын утмасть. Çакна пĕр тикĕс илсе пыма тăрăшать З.Плешкова. Выльăх-чĕрлĕх пăхас ĕçри çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртсе пыни, хушма апатсемпе, витаминлă хутăшсемпе тăрантарни пулăшать те ÿсĕм тума. Тавракурăмне ÿстерме те тăрăшаççĕ выльăх-чĕрлĕх пăхакансем. Çынсенче лайăххине кайса кураççĕ, вырăнта ĕçе кĕртеççĕ.
Специалистсен пулăшăвĕ те пур. Вĕсем тăрăшнипе ăратлă выльăхсем çитĕнтереççĕ. Çаках хушма тупăш парать. Ку енĕпе ĕçленĕшĕн патшалăх та хавхалантарать.
Министерство грамотин тепĕр паха енĕ те пур: тивĕçлĕ канăва тухсан ветеранăн çăмăллăхĕсемпе тивĕçтермелле. Апла пулсан, унпа усă курмалла пултăрах. Çакăншăн кану кунĕсемсĕр ĕçлеççĕ мар-и фермăра.
А.ИВАНОВА.