25 марта 2009 г.
Çĕр-шыври сывлăхпа профилактика тата ваттисен çурчĕсенче пушарсем нумайланнă пирки район прокуратури пушара хирĕçле саккунлăха мĕнле пурнăçланине тишкерсе тухрĕ. Ку ĕçе пушар надзорĕн ĕçченĕсене те хутшăнтартăмăр.
Районта сывлăх сыхлавĕн “Патăрьел районĕн тĕп больници” муниципаллă учрежденийĕ пур. Унăн структурине Первомайски участок больници, 7 пĕтĕмĕшле практика врач офисĕ, 33 фельдшер-акушер пункчĕ кĕреççĕ.
Патăрьел районĕн тĕп больници юридициллĕ сăпат шутланать. Унăн медицина ĕçне туса пыма ятарлă лицензи пур. 2008 çулта çак учреждение тытса тăма 23305,1 пин тенкĕ бюджет укçи, 72373,3 пин тенкĕ медстраховани укçи кайнă.
Кулленхи тата тĕп юсав ĕçĕсем тума, пушар хăрушсăрлăхĕ туса хума 192,1 пин тенкĕ уйăрнă. Укçа-тенкĕпе тивĕçтересси кăçал та пĕлтĕрхи шайрах. Пĕтĕм çурт-йĕр строительство нормисене тивĕçтерет, авариллĕ лару-тăрулли çук.
Тĕрĕслев сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕнче пушара хирĕçле саккунлăха туллин пурнăçламаннине те кăтартса пачĕ. Акă, тĕп больница çурчĕсене çиçĕмсиренсемпе тивĕçтермен, хăш-пĕр кирлĕ çĕрте алăксене хăйне-хăй хупăнмалла туман, пушар хăрушсăрлăх йĕркишĕн яваплă çынсене вĕрентмеççĕ, поликлиникăпа 4 хутлă стационарта эвакуаци планĕсем, çутатакан паллăсем çук, мачча çинчи йывăç япаласене çунма кан-сĕрлекен шĕвекпе сирпĕтнин хÿтлĕх шайне тĕрĕслесе тăмаççĕ, пушара хирĕçле шыв пăрăхне лицензиллĕ организацие тĕрĕслеттермен, шыв тăракан вырăнсен кăтарту паллисене çутатмалла туман. Тĕп больница пушара хирĕçле автоматикăна пăхса тăракан лицензиллĕ организаципе килĕшÿ туман, документсене çырса пырассипе те çитменлĕхсем пур. Ытти пĕчĕкрех кăлтăксем те чылай тупăнчĕç кунта.
Первомайскинчи участок больницинче те çавăн евĕрлĕ çитменлĕхсемех.
Район прокуратури пушар хăрушсăрлăхĕшĕн яваплă çынсем пирки икĕ административлă ĕç пуçарчĕ, тĕп врач ячĕпе саккунлăха пăснине пĕтерме хушса представлени ярса панă.
Ватă çынсем, хÿтлĕхсĕр граждансемпе ачасем пурăнакан ятарлă çуртсене тепĕр хут тĕрĕслени вĕсенче кăлтăксене пĕтерес тесе ĕçленине кăтартрĕ.
Ватăсем пурăнакан çуртсем Патăрьелĕнче, Турханта тата Кзыл Чишмара пур. Социаллă тивĕçтерÿ центрĕн администрацийĕ Патăрьелĕнчине хупма йышăнчĕ, мĕншĕн тесен вăл вут-çулăма çăмăл парăнакан çурт: пĕр хутлă, хăмаран тунă, тул енчен кирпĕчпе хупланă.
Турханти ваттисен çуртĕнче предписанири 5 пунктран 3-шне, Кзыл Чишмара 7 пунктран 5-шне пурнăçланă.
Турханти психоневрологи интернатĕнче кăтартнă 33 кăлтăкран 29-шне пĕтернĕ.
Прокурор представленийĕсемпе килĕшÿллĕн айăплисене дисциплина енĕпе явап тыттарнă.
Пушар хăрушсăрлăхĕ туса хумалли çинчен калакан саккунсене пĕр пăркаланмасăр пурнăçламалла. Вĕсене пăхăнманни пысăк инкексен сăлтавĕ пулма пултарать.
В.ПУТЯКОВ,
район прокурорĕн пулăшуçи.