25 марта 2009 г.
Ку ĕç Т. ялĕнче кăçалхи март пуçламăшĕнче пулса иртнĕ. Мартăн 1-мĕшĕнче 23 сехет çитеспе С. хушаматлă гражданинсен килĕнче хирĕçÿ сиксе тухнă. Мăшăрĕ О. гражданка çавăнпа усă курса мăшăрне А. гражданина пуçĕнчен икĕ хутчен пуртăпа çапнă, хăй тухса тарнă. Упăшки арăмĕ хыççăн урама тухнă, ăна шыраса Пăла юхан шывĕ еннелле чупнă, анчах пĕчĕк канавра ÿкнĕ. Арăмĕ упăшки ÿкнине курса унта чупса пынă, упăшки çумĕнче выртакан пуртта илнĕ те упăшкине каллех пурнăçшăн кирлĕ органĕсенчен пуртăпа темиçе хут çапнă. Йывăр сурансене пула упăшки ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Арăмĕ вилене хăвалăха сĕтĕрсе кайса пăрахнă.
Арçын виллине темиçе кунтан тупнă. Çавна май Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕ РФ Уголовнăй Кодексĕн 105-мĕш статйи тăрăх уголовлă ĕç пуçарнă. Ку вăл çынна юриех вĕлернине пĕлтерет. Хĕрарăма айăплав пирки пĕлтернĕ, арестленĕ.
В.ЕГОРОВ,
аслă следователь.