28 марта 2009 г.
Пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарта, Правительство çурчĕн Пысăк залĕнче, Чăваш Республикин тăваттăмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн черетлĕ вун тăххăрмĕш сессийĕ ĕçлерĕ. Унăн ĕçне федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Р.К.Тихонов, Чăваш Республикин Президенчĕн Администрацийĕн Ертÿçи А.А.Шарапов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем, официаллă çынсем хутшăнчĕç.
Сессин кун йĕркине 21 ыйту кĕртнĕ. Депутатсем чи малтанах тĕп ыйтăва – “Чăваш Республикин “Чăваш Республикин 2009 çулхи тата планпа пăхнă 2010 тата 2011 çулсенчи тапхăрти республика бюджечĕ çинчен” саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен” саккун проектне – сÿтсе яврĕç.
ЧР Патшалăх Канашĕ çавăн пекех унччен профиль комитечĕсенче пăхса тухнă “Чăваш Республикин “Чăваш Республикинчи налуксене “Раççей Федерацийĕнчи субъектсенче налуксемпе сборсене пухмалли Раççей Федерацийĕн саккунĕсемпе килĕшÿллĕн пухассине йĕркелессин ыйтăвĕсем çинчен”, “Чăваш Республикин “Тăкаксен софинансированийĕн республика фондĕнчен субсидисем парасси çинчен” саккунăн 5-мĕш хушăмне улшăнусем кĕртесси çинчен”, “Чăваш Республикин “Чăваш Республикин бюджет хутшăнăвĕсене йĕркелесси çинчен” саккуна улшăнусем кĕртесси çинчен”, “Чăваш Республикин “Чăваш Республикинчи хаксене (тарифсене) патшалăх енчен йĕркелесе тата тĕрĕслесе тăрасси çинчен” саккунăн 2.1 статйине улшăнусем кĕртесси çинчен”, “Чăваш Республикин “Коррупципе кĕрешесси çинчен” саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен», “Чăваш Республикин “Чăваш Республикинче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелесси çинчен” саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен”, “Чăваш Республикин “Чăваш Республикинчи муниципалитет служби çинчен” саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен” саккун проекчĕсене пĕр саслăн тенĕ пек йышăнчĕç. Саккун проекчĕсем Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров алă пуснă кунран вăя кĕрĕç.
Сесси умĕн М.А.Михайловский пуш уйăхĕн пĕрремĕшĕнчи хушма суйлавра Шупашкар хулинчи пĕр мандатлă суйлав округĕпе депутат мандатне тивĕçнĕ Раççей Геройне Е.Г.Борисова çĕнтерÿпе саламларĕ, Чăваш Еншĕн, халăхшăн тăвакан çĕнĕ ĕçре ăнтăлу сунчĕ, депутат удостоверени-йĕпе паллине пачĕ.
(“Хыпар”).