АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуркунне тăрăшса ĕçлетĕн – кĕркунне тупăш куратăн

28 марта 2009 г.

Кăçал çур аки умĕн иртекен семинар-канашлăва “Колос” хуçалăхра йĕркелерĕç. Унта район пуçлăхĕ Н. Глухов, унăн çумĕ, АПК предприятийĕсемпе хутшăну йĕркелекен пай начальникĕ М. Калмыков, АПК предприятийĕсемпе хутшăну йĕркелекен пай специалисчĕсем, республикăри “Россельхозцентр” филиалĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн специалисчĕсем, хуçалăх руководителĕсем, инженерсемпе агрономсем, гербицидсемпе, удобренисемпе, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе ĕçлекен операторсем хутшăнчĕç.

“Колос” хуçалăх районта малта пыраканнисен ретĕнче мар. Апла пулин те кунта та вĕренмелли пур, çитменлĕхĕсем те чылай. Вĕсене курса пĕтĕмлетÿ туни йăнăшсем тăвасран сыхланма пулăшать.

Семинар-канашлура АПК предприяти-йĕсемпе хутшăну йĕркелекен пай начальникĕ М. Калмыков 2008 çула пĕтĕмлетрĕ, пĕлтĕрхи çитменлĕхсем пирки чарăнса тăчĕ.

Иртнĕ çул ял хуçалăх предприятийĕсем 81 миллион та 633 пин тенкĕлĕх тупăш курнă, маларахри çултан 25 миллион та 11 пин тенкĕ нумайрах. Чи нумай укçа кĕртекеннисем “Красное знамя”, “Шанс”, “Батыревский”, “Исток”, Ленин ячĕллĕ хуçалăхсем пулнă. Кассăна кĕмĕл ытларах çĕр улми сутнинчен кĕнĕ. Унăн хăйхаклăхĕ 2 тенкĕ те 83 пуса ларнă, тупăшĕ – 52 миллион та 933 пин тенкĕ.

Пусă çаврăнăшне тĕрĕс пăхăнса пынă, пысăк репродукциллĕ вăрлăхсемпе усă курнă, удобренисемпе апатлантарнă хуçалăхсем тĕш тырăран та укçа кĕртнĕ: 24 миллион та 196 пин тенкĕ. Шел пулин те, технологине пăхăнманни, ресурс перекетлекен техникăпа усă курманни тăкаксене пысăклатать.

Çур аки ирттерсе яма пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕ 3750 тонна (страхлакан фондпа) кирлĕ. Пурĕ 4623 тонна хатĕрленĕ, 80 проценчĕ акмалли стандарта юрăхлă. Вăл шутран 19 проценчĕ пысăк репродукциллĕ. Ленин ячĕллĕ, “Малалла”, “Красное знамя”, “Труд”, “Исток” хуçалăхсенче, улма-çырла питомникĕнче сутлăх элита вăрлăхсем пур. Çĕр улми вăрлăхĕ “Малалла”, “Красное знамя”, “Батыревский” хуçалăхсенче туянас кăмăллисем валли çителĕклĕ.

Республикăри Ял хуçалăх министрĕ М. Игнатьев пĕлтернĕ тăрăх, кăçалтан кондициллĕ мар вăрлăхсемпе усă куракансене удобренисем, ÿсен-тăрансене хÿтĕлекен препаратсем туяннăшăн дотаци памаççĕ.

Хальлĕхе яваплă тапхăра хутшăнакан техникăн 70-90 проценчĕ ĕçе тухма юрăхлă. Акана ирттерсе яма çунтармалли-сĕрмелли материалсем 21 миллион тенкĕлĕх кирлĕ. Кăçал ăна аванах туяннă, анчах татах малта пыракан хуçалăхсем кăна ăна çителĕклĕ хатĕрленĕ.

Ял хуçалăхĕшĕн тепĕр çивĕч ыйту – кадрсем çитменни. Механизаторсем 407 кирлĕ, анчах хальлĕхе 108 çитмест. Канашлăва хутшăнакансене ку проблемăна татма ĕçпе тивĕçтерекен центрпа, професси училищипе, ял хуçалăх техникумĕпе тачă çыхăнса ĕçлемелли пирки те каларĕç.

Семинар-канашлура акапа çыхăннă тата ытти ыйтусене те хускатрĕç, пĕр-пĕрин çĕнĕлĕхĕсемпе, опычĕсемпе паллашрĕç.

О.ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика