28 марта 2009 г.
Шăнкăртам ял тăрăх пуçлăхĕ Р. Купкенов ялта йĕрке, тирпей, хăтлăх пултăр тесе чылай тăрăшать. Çак кунсенче, акă, вăл тепĕр пархатарлă та ырă йышăну тунă. Çынсен культура шайне ÿстерес тĕллевпе ял пуçлăхĕ тăтăшах ÿсĕр çÿрекенсене, обществăлла йĕркене пăсакансене шута илнĕ, вĕсене вăхăтлăх ĕç тупса парса хăйсен йăнăшне тÿрлетме тĕллев лартнă. Акă, çулталăк пуçламăшĕнче Шăнкăртамри культура çуртĕнче “кикириккине” хĕртнĕ Роберт Купкеновпа Шамиль Хамзин М. Шамбазова сăлтавсăр-мĕнсĕр хĕнеме шутланă. Çакăншăн пуçтахсен пĕрин культура çурчĕ тăрринчи юра хырса антарма, теприн вара туалет тасатма тивнĕ. Çак тĕслĕх ыттисемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ урок вырăнне пулĕ.