28 марта 2009 г.
Çут тĕнчери пур чĕрĕ чунăн та хăйĕн йăви, кĕтесĕ пур. Этем те хăйне валли çурт-йĕр çавăрассишĕн тăрăшать. Пурнăç саккунĕ çапла. Анчах паян пÿрт лартасси пĕрре те çăмăл мар. Унччен те йывăр пулнă, çавах та укçи-тенкине пăртак Перекет банкĕнче пухма май килнĕ. Халĕ строительство материалĕсем хакланса пыраççĕ, çăва хирĕç пушшех те ÿсме тытăнаççĕ. Перекетлесе усранин усси сахалтарах.
Çурт-йĕр тăвас кăмăллисене пулăшма федераци тата республика шайĕнче тĕрлĕ программа ĕçлет. Акă, 2008 çулта çав программăсемпе усă курса 27902 тăваткал метр кил-çурт хута кайнă. 2007 çулта – 25300 тăваткал метр.
Пĕлтĕр кĕтес çавăрма патшалăхран 63 çемье 19 миллион та 622 пин тенкĕлĕх субсиди илнĕ. Пĕр çемье пуçне социаллă тÿлевĕн виçи 311 пин тенкĕпе танлашнă.
Çамрăк çемьесене рынок экономикинче тата та йывăра килет. Хулана кайсан ĕçне те тупма пулать, анчах хваттер çук. Уйăхсерен 6-7 пин тенкĕ тÿлесе пурăнма кĕсье хулăнрах кирлĕ. Çитменнине, халь ялта та хуларинчен нимĕнпе те кая мар. Тăван ялта тĕпленес шухăшлисем валли “Çамрăк çемье” программа ĕçлет. Упăшкипе арăмĕ иккĕшĕ те 35 çултан аслă мар пулсан, шăпах унпа усă курма пултараççĕ.
“Çамрăк çемье” программа федераци тата республика шайĕнчи пур. Федераци шайĕнчипе çурт-йĕр çавăрма е хваттер туянма паракан укçан 40 процентне, çуртăн вăтам хакĕнчен, каялла тавăрса памалла мар. Анчах та ытти пайне тÿлесе татма тепĕр тĕрлĕ кредит илме тивет.
Республикăри “Çамрăк çемье” программăра лару-тăру урăхларах. Кунта каялла тавăрса памалла мар субсиди 15 процентпа çеç танлашать, анчах çăмăллатнă кредитпа усă курма май пур. Виçĕ çулĕнче процентăн ставки – 5, кайран – 10. Кредита 15 çула параççĕ. Енчен те çемьери пĕр член инвалид е виçĕ ача, е хăшĕ те пулсан АПК предприятийĕнче, социаллă сферăра çамрăк специалист пулсан, процент ставкине республика хăй тÿлет.
Çÿлерех асăннă программăн федераци шайĕнчипе районти 14 çамрăк çемье усă курнă, 5 миллион та 425 пин тенкĕлĕх социаллă тÿлев илнĕ. Республика Президенчĕ Н.Федоров çамрăк çемьесене пулăшма кăларнă Указпа килĕшÿллĕн 8 çемьене республика бюджетĕнчен каялла тавăрса памалла мар 1 миллион та 863 пин тенкĕ тивĕçнĕ.
Ял хуçалăхĕнче тăрăшакан çамрăк специалистсене пулăшма “Ялăн 2012 çулчченхи социаллă аталанăвĕ” программа ĕçлет. Унпа килĕшÿллĕн, хуçалăхра вăй хураканăн туяннă çуртăн е хваттерĕн укçин 70 процентне каялла тавăрса памалла мар. Ытти валли кредит илмелле е перекетлесе хунине хута ямалла. Ку программа 28 çемьене кĕтес туянма е çавăрма пулăшнă. Вĕсем федераллă тата вырăнти бюджетран 6 миллион та 679 пин тенкĕ социаллă тÿлев илнĕ.
Çар тивĕçне пурнăçласа запаса тухнă служащине те “2002-2012 çулччен çурт-йĕрпе тивĕçтересси” федераллă тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн федераллă бюджетран 722,2 пин тенкĕ тивнĕ.
Пурнăç условийĕ лайăх мар, тупăш сахал çемьесене пулăшма 594,3 пин тенкĕ уйăрнă. Çавăн пекех тăлăхсене кĕтеслĕ тăвассипе те районта сахал мар вăй хураççĕ. Шутра тăракансем çулленех çурт-йĕрлĕ пулаççĕ. Кăçал та иккĕмĕш кварталта ашшĕ-амăшĕсĕр пĕр тăвансем йăваллă пулĕç.
Пурнăç шав малалла шăвать, тĕрлĕ çĕнĕлĕх хутшăнсах пырать. Кăçалтан 5 е ытларах ачаллă çемьесене, енчен те вĕсем 18 çултан кĕçĕнрех пулсан, кил-çуртне çĕнетме пулăшаççĕ. 2009 çулта Сăкăтра тата Патăрьелĕнче пурăнакан нумай ачаллă пĕрер çемье пулăшу илĕç.
Çурт-йĕр тума çуллен хакланнине кура çĕнĕ (е манăçнă кивви темелле-ши), хăвăрт пулакан мелсемпе усă курма та палăртнă. Щитран тунă пÿртĕн пĕр тăваткал метрĕ, веçех туса пĕтернĕ хыççăн, 16 пин тенкĕпе танлашать. Хваттер хакĕсемпе пăхсан, чылай йÿнĕрех. Шăпах ял çыннишĕн меллĕ.
Хваттер черетĕнче паян 350 çын ытла тăрать. Кашнийĕшĕ хăвăртрах кĕтеслĕ пуласшăн. Çакна тĕпе хурса район ытти районсем çурт-йĕр туянма усă курман укçасене те илсе хута ярать. Пĕлтĕр Юхмапа Пăла тăрăхне валли уйăрнă лимит 2 миллион тенкĕ пулнă, хушма кĕмĕл тата 4 миллион та 400 пин тенкĕ кĕнĕ, 18 çемье пурнăç условине лайăхлатнă.
Шел пулин те, тĕнчене хускатнă кризис кил-çуртлă пулас шухăшлисене валли хăш-пĕр йывăрлăх кăларса тăратрĕ. Банксенчен укçа илес процедура кăткăсланнă. Ытти улшăнусем те пур.
Юмахра кăна пурте хăвăрт пулаççĕ, пурнăçра урăхларах-çке. Пуçа усмасан, патшалăх паракан пулăшусемпе усă курсан, ĕмĕтленни пурнăçланатех.
О.ПАВЛОВА.