28 марта 2009 г.
Раççей Федерацийĕн Çемье кодексĕпе килĕ-шÿллĕн хăйсен çул çитмен ачисене пăхса усрас, воспитани парас, вĕрентес тивĕçне ашшĕ-амăшĕн пурнăçламалла. Вĕсене пурнăçламасан е кирлĕ пек пурнăçламасан ашшĕ-амăшне РФ Административлă право кодексĕн 5.35 статйипе никĕсленсе административлă явап тыттарма пултараççĕ.
2009 çулта Патăрьел районĕн прокуратури 5.35 статьяпа 6 йышăну кăларнă. Вĕсем тĕрлĕрен: ачисене пăхса усрама алимент тÿлеменни; ашшĕ-амăшĕ ачисен вĕренĕвĕпе кăсăкланманни, çавна пула ача-пăча уроксене сиктереççĕ е предметсемпе ĕлкĕрсе пыраймаççĕ; ашшĕ-амăшĕ тĕрĕслесе тăманнипе ачисем преступлени туни е право йĕркине пăсни; çитĕннисем ачисене саккуна пăхăнма вĕрентсе воспитани памалли тивĕçне пурнăçламанни тата ытти те. Ашшĕ-амăшĕ ачисене сăнавсăр пăрахса хăварнипе вĕсен сывлăхне, пурнăçне сиен кÿни те право йĕркине пăсни шутланать.
Район прокуратури çапла шутлать: ашшĕ-амăшне саккунпа пăхнă яваплăха пăхăнма активлă хутшăнтарни çул çитмен çамрăксем преступлени тăвасран, право йĕркине пăсасран, çул çитмен çамрăксемпе преступлени пуласран асăрхаттарма пулăшать. Çавна май ку енĕпе саккунлăха пурнăçланине асăрхаса тăрасси прокуратура ĕçĕнче малти вырăнта шутланать.
Е.ИВАНОВА,
район прокурорĕн пулăшуçи.