28 марта 2009 г.
Пăла тăрăхĕ чăнласах пултаруллă та талантлă сăмах ăстисене хăйĕн ытамĕнче çитĕнтерсе вĕсен чапĕпе ятне тĕнче шайне кăларнă. Геннадий Айхи, Митта Ваçлейĕ, Ваçлей Давыдов-Анатри, Юхма Мишши, Раиса Сарпи тата ытти ентеш-çыравçăсен ячĕсем ăруран ăрăва куçса пыма витĕмлĕ йĕр хăварĕç. Вĕсенчен пĕри – Алексей Талвир çинчен уйрăм калаçăпăр.
Чăваш литературинче палăрнă çыравçăсенчен пирĕн Алексей Филиппович ячĕ – сÿнми хĕвел пек ялкăшса тăраканнисенчен пĕри. Çак кунсенче талантлă çыравçă, питĕ паллă обществăлла деятель, тăван халăха чунтан-чĕререн юратакан çын, ырми-канми ĕçчен çуралнăранпа çĕр çул çитрĕ. Юбиляра чыс-хисеп туса, унăн литературăри ĕçне пысăка хурса хакласа Патăрьелĕнчи Алексей Талвир ячĕллĕ иккĕмĕш вăтам шкулта тăван чĕлхе учителĕсем тăрăшнипе литература каçĕ ирттерчĕç. Зала аслă класра вĕренекен ачасемпе вĕрентекенсем, А.Талвира çывăх пĕлекенсем, унăн пултарулăхне хисеп тăвакансем пуçтарăннă.
Чăвашсен ырă йăли-йĕркине тĕпе хурса йыхрав тунă хăнасене кăпăшка çăкăрпа, кăпăклă сăрапа, ăшă сăмахпа та ырă кăмăлпа хапăл турĕç Патăрьелсем.
Çамрăклах ĕçе кÿлĕннĕ чăваш ачин чăтăмлăхне пурнăç тĕрлĕ енлĕ тĕрĕсленĕ. Çывăхра пысăк шкулсем пулманран Элекçей малтан Аслă Арапуçĕнчи иккĕмĕш сыпăклă шкулта вĕреннĕ. 1928 çулта чăваш каччи Мускава çул тытнă: çĕр-шыври халăхсен тĕп издательствинчи чăваш секцийĕнче вăй хунă, çулталăкран М.В. Ломоносов ячĕллĕ университета вĕренме кĕнĕ.
1933 çулта раштавра çамрăк çыравçа Хĕрлĕ Çара илнĕ. Унтан таврăнсан пуян чĕлхеллĕ чăваш каччи Мускавра тухса тăракан “Гудок” хаçатра, ВЛКСМ Тĕп комитетĕнче, “Комсомольская правда” хаçатра ĕçленĕ. Вăрçă вăхăтĕнче çар корреспонденчĕ те пулнă. Вăрçă хыççăн çыравçă “Коммунизм ялавĕ” хаçат корреспондентĕнче тăрăшнă.
А.Талвир чылай вăхăт Хусанта пурăннă. Ун чухне те вăл тăван чĕлхешĕн ырă та пархатарлă ĕç тунă, унăн малашлăхĕшĕн çуннă. Çак тапхăрта вăл Тутар республикинчи писательсен союзĕ çумĕнчи чăваш секцийĕн ĕçне чĕртсе яма нумай тăрăшнă. Вăл пуçарнипех “Хусан” ятлă альманах тухса тăнă.
– Алексей Талвир – пирĕн район пуянлăхĕ, мăнаçлăхĕ. Вăл ниçта та мар, Патăрьел çĕрĕ çинче ÿссе çитĕнсе литература каçалăкĕнче пысăк вырăн йышăннăшăн савăнатпăр, мухтанатпăр. Унăн пурнăç историйĕ пуян, нумай енлĕ. Малашне çитĕнекен ăру çыравçă пирки нумайрах та ытларах пĕлтĕр тесе эпир “Çăкăр” музейĕн картишне А.Талвир юлашкинчен пурăннă çурта куçарса килтĕмĕр. Май пур таран ăна пăхса, сиплесе тăрăпăр.
Республика Президенчĕ 2009 çула Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ тесе ят пачĕ. Унпа пĕрлех пирĕн районшăн çак çул Алексей Талвир çулталăкĕ те пултăр, – терĕ район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов çыравçă еткерне хак парса.
Литература каçĕнче шкул директорĕ Л.Софронова, районти вĕрентÿ пайĕн методисчĕ В.Алексеева, районти тĕп библиотека директорĕн çумĕ Н.Мазякова, тĕл пулăва хисеплесе килнĕ ытти юлташсем тухса каларĕç, пурте ентеш-çыравçăн пултарулăхне пысăк хак пачĕç.
Иккĕмĕш вăтам шкулти пултарулăх кружокĕн хастарĕсем драматургăн “Йĕлтĕр йĕрĕ” калавĕ тăрăх кăсăклă сценка кăтартрĕç (ÿкерчĕкре) пулас Талвирсем, Миттасем, Айхисем хăйсем çырнă сăввисене мăнаçланса вуларĕç.
Ентешĕмĕрĕн паллă ĕçĕсем “Эсĕ инженер пулатăн”, “Кĕмĕл тĕпренчĕк”, “Пăва çулĕ çинче”, “Йĕлтĕр йĕрĕ”, “Чи хакли”, “Сахьяна чунĕ” тата ытти вуншар произведени – писатель хăй куçĕпе курса чĕре витĕр кăларнă тупра. Çавăнпа та вăл тăван халăх чĕри патне ĕмĕрне манăçми чĕнтĕрлĕ кĕпер хывса хăварнă.
А.ЕГОРОВА.