АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕчĕк тĕпчевçĕ

28 марта 2009 г.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 4-мĕш класра вĕренекен А.Петрова пĕрре пăхсан хăй тантăшĕсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть пек. Вĕсем пекех хаваслă, кăмăллă, пĕрле хутшăнать, вылять-кулать, уроксене пĕр сиктермесĕр çÿрет тата ытти те. Анчах та унпа уйрăммăн калаçу пуçарсан вăл хăй пĕр тĕнче пек туйăнать. Тăваттăмĕш класра çеç пулин те Аня пушă вăхăта пуш параппан çапса ирттермест. Вăл ташă, музыка, ÿнер кружокĕсене, фольклора çÿрет, “Паттăр” физкультурăпа спорт комплексĕнче сывлăхне çирĕплетет, конькипе ярăнма вăхăт тупать... Унсăр пуçне килте унăн – хăйĕн шкулĕ. Интернет çыхăнăвĕ урлă çĕнĕ юлташĕсене салам ярать, хăйĕн интересĕсем пирки каласа парать. Çав вăхăтрах питĕ нумай кĕнеке вулать вăл. Ытларах фантастика тĕнчинче çÿреме кăмăллать. Ÿнер искусстви те уншăн питĕ çывăх. Чун-чĕрери илеме вăл тĕрлĕ сăрăсемпе хут çине йĕрлеме кăмăллать.

Аня – алă ăсти те. Вĕтĕ шăрçасенчен миçе тĕрлĕ лĕпĕш туман-ши; Вĕсем, чиперскерсем, халь-халь çуначĕсемпе саркалашса çÿлелле вĕçсе каяссăн туйăнаççĕ. Хĕлле вилсе çулла чĕрĕлекен эрешлĕ çунатлă тусĕсем ăна икĕ çул каяллах тыткăнланă. Ун чухнех вăл пуçласа лĕпĕш хуртĕнчен килте хăй лĕпĕш кăларнă. Ку вара унăн пĕрремĕш ĕçĕ пулнă. Унăн юратнă “махаон” лĕпĕшĕ (ăна хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ) коллекцинче чи хисеплĕ вырăнта. Аня пуçтарса типĕтнĕ çунатлă тусĕсем паян хĕрĕхе яхăн! Вăл вĕсене пурне те кирлĕ пек типĕтсе типтерлĕн вырнаçтарса хунă. Иртнĕ çул Первомайскинчи вĕрентÿ центрĕнче йĕркеленĕ наукăпа практика конференцийĕнче Аня Петрова хăйĕн пĕрремĕш наука ĕçне питĕ ăста хÿтĕленĕ.

Çак кунсенче пĕчĕк тĕпчевçĕшĕн тепĕр пысăк савăнăç пулнă. Ашшĕпе амăшĕ, Леонид Петровичпа Ирина Николаевна, Аньăн коллекцине тата пуянлатнă. Пирĕн çĕр-шывра мар, Перура тата Таиландра çеç вĕçсе çÿрекен икĕ пысăк лĕпĕш туянса панă. Вĕсем вара Аньăн йĕкĕр ывăçне те вырнаçаймаççĕ.

Кĕçĕн класра чухне чылай ача ÿссен кам пулассине вылянчăклă шухăшпа çеç калаççĕ. Пĕрисен летчик, теприсен тухтăр, виççĕмĕшсен инженер пулас килет. Кун пирки Аньăн иккĕленчĕк шухăш çук. “Эпĕ никам та мар, энтомолог е лепидоптеролог пулатăп”, – терĕ вăл шанчăклăн. Ку ĕнтĕ шăпах хурт-кăпшанкăпа унăн хитре çунатлă тусĕсене тĕпчекен наука.

Аня Петрова Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсемшĕн çеç мар, районти ытти шкулсенчи ачасемшĕн те ырă тĕслĕхлĕ пулмалла. Пĕрремĕш класран пуçласа паянхи кунчченех вăл шкула урăх çи-пуçпа çÿресе курман. Унăн кашни кунхи тумĕ: шкул форми, шурă саппун, çÿçĕ çинче икĕ пысăк бант. Сăмах май каласан, унăн аппăшĕ Оля та шкула çавăн пек тумпа çеç çÿренĕ. Апла пулсан ырă тĕслĕх юнашарах.

А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика