01 апреля 2009 г.
Пĕтĕм япала хакланнă чухне çĕр ĕçченĕ туса илекен продукци йÿнелет. Акă, тĕш тырă хакĕ, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, чакрĕ. Пахча çимĕç культури те çавах. Вăрлăх хакне, сухалаттарнине шутласан, тупăшĕ сахалтарах. Ял çынни каллех хур тÿсет. Çунтармалли-сĕрмелли материал, техника йÿнĕ марри çĕнĕ мелсем, сахал тăкакпа усă курмалли технологи шырама хистет. Унсăрăн кĕсье хулăнланасса кĕтни кăлăхах. Тухăçа пысăклатни те тăкак хакне чакарать.
Патăрьел районĕн ял хуçалăхĕнче усă курмалли çĕр 55981 гектар шутланать, вăл шутран пусă лаптăкĕ – 48691. Унтан 93 процентĕнче тĕрлĕ культура çитĕнет: тĕш тырă – 42 процент, çĕр улми – 10, пахча çимĕç – 2, выльăх апачĕлĕх – 39 процент. 2004-2008 çулсенче вăтамран гектартан 21,9 центнер тырă тухнă, пĕтĕмĕшле çак тапхăрта 30000 тоннăран пуçласа 48098 тонна пĕрчĕллĕ культура пухса кĕртнĕ. Çĕр улми юлашки 5 çулта гектартан вăтамран 218 центнертан кая мар пулнă, пурĕ 120 пин тоннăран пуçласа 148 пин тонна кăларса илнĕ. Агротехника хушăвĕсене пурнăçламанни, кивĕ технологисемпе усă курни, техника паркĕ кивелни, минераллă тата органикăллă удобренисем кирлĕ чухлĕ сапманни тухăçа пысăк витĕм кÿреççĕ. Пурнăç таппипе тан пырас тата туса илекен продукцин виçине ÿстерес, тăкаксене пĕчĕклетес тесе районта кăçалтан “Патăрьел районĕнче 2009-2015 çулсенче тĕш тырă тата çĕр улми туса илессине аталантарасси” тĕллевлĕ программа ĕçлеме пуçлать. Унпа килĕшÿллĕн тĕш тырă туса илесси – 35,9, çĕр улми пухса кĕртесси 2 процент чухлĕ ÿсмелле.
Кăтартусене пысăклатас тесен тăпра пулăхлăхне лайăхлатассишĕн çанă тавăрса вăй хумалла. Программăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри шутланать вăл. Çавăн пекех вăрлăхсене çĕнетессипе те пурин те пĕр шухăшлă пулса ĕçлемелле. Паянхи куна районти 9 хуçалăх вăрлăх тĕрĕслеттермен. Программа пурнăçа кĕресси вĕсенчен те килет-çке. Çитменнине Чăваш Ен Президенчĕ республикипе пĕрер миллион тонна тĕш тырă тата çĕр улми туса илме тĕллев лартнă. Ăна пурнăçласси кашни хуçалăхăн тивĕçĕ.
Тыр-пул, çĕр улми тухăçне ÿстерес тесен машинăпа трактор паркне те çĕнетмелле. Паркăн тĕп пайне хальхи пурнăç таппине юрăхлă техникăпа пуянлатмалла. Лизингпа, кредитпа туянсан çеç ĕнтĕ. Чылай хуçалăх халь шăпах çапла тăвать те. Хальхи вăхăтра районта çĕнĕ технологипе, сахал тăкакпа ĕçлекен тĕрлĕ модификациллĕ харăсах темиçе ĕç тăвакан 15 агрегат, акакан “Кузбасс” пĕр комплекс, 20 дискатор (БДМ), хăватлă МТЗ-1221 трактор – 19, “ДОН-1500Б” – 15 комбайн, “Класс-Медион” – 1, КЗС-1218 “Полесье” – 1, “Акрос 530” – 1 комбайн, выльăх апачĕ хатĕрлекен 1 комбайн, çĕр улми туса илекен машина – 5 комплект, кăкарса çÿресе “иккĕмĕш çăкăра” пухакан комбайн – 10, сортлакан 3 сĕтел тата пневмосортировка ПСМ-5 пур. Кусем кăна çителĕксĕр татах та туянмалла. Программăра кун пирки те палăртса хăварнă.
Тĕллевсем пысăк, пурнăçлама май пуртан çапла планланă. Аталану çулĕпе пырас тесен малаллах талпăнмалла.
О.БЕЛЬДЕКОВА.