01 апреля 2009 г.
Пурнăçра нимĕнле инкек-синкек те куçа курăнса килмест. Анчах та мĕн пур йĕркене пăхăнсан, çирĕп асăрхансан унтан сыхланма пулатех.
Пушар хуралĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа пирĕн районта пушарсенче тăватă çыннăн ĕмĕрĕ татăлнă. Вĕсенчен ытларахăшĕ арçынсем ÿсĕрле тĕтĕм-сĕрĕмпе чыхăнса вилнĕ. Çавăнпа та эрех-сăра ĕçсен вут таврашĕпе асăрхануллă пулмалла.
Ăшă кунсем çывхарса килнĕ май, пушар хăрушлăхĕ пушшех пысăкланать. Çавăнпа та вут-кăварпа пулакан синкерлĕхрен пурин те сыхланмалла.